Радиоэфирта - викторина

16 Окт, 2015

Октябрĕн 14-мĕшĕнче радиоэфирта Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалланă викторина пуçланчĕ. Çывхарса килекен мероприяти тата ялхуçалăх статистики пирки хăйсем мĕн пĕлнине Раççейĕн 18 çул тултарнă гражданĕсем кăтартма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсем укçа премине тивĕçеççĕ.

Унта хутшăнас текенсен маларах www.vshp2016.ru сайтра регистрациленмелле. Кашни юнкун Мускав вăхăчĕпе 10.00 сехетре "Викторина" пайра виçĕ ыйтуран кая мар пичетленет. Вĕсене "Раççей радиовĕ” çав кунах 18 сехет те 25 минутра "Çырав чăнлăхĕ" программăпа эфира кăларать.

Ыйтăва хуравламашкăн сайтра регистрациленнĕ çыннăн www.vshp2016.ru адресри ятарлă формăна йĕркелеме тивет, унта хăйĕн хуравне вырнаçтармалла, ячĕ-шывне, электронлă почта адресне тата пурăннă вырăна кăтартмалла.

Хуравсене викторина ыйтăвĕсене пичетленĕренпе календарлă тăватă кун иртиччен йышăнаççĕ. Кашни ыйтупа тĕрĕс те тулли хурава чи малтан ярса панисем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçеççĕ.

Викторинăпа çыхăннă условисем тата йĕркесем пирки www.vshp2016.ru сайтăн «Викторина» пайĕнче, çавăн пекех ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрĕн социаллă сетĕнче тулли информаци илме май килет.

В.ИЛЬИНА

Теги: