Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп редакторсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă

15 Окт, 2015

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп редакторсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă. Палăртнă пулăмра Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тата ыттисем те пулнă. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев халăх патне тĕрĕс хыпар илсе çитерес ĕçре  журналистсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. «Пирĕн пурсăмăрăн та тивĕç, пĕр пек позици – уçăмлăн ĕçлесси, Чăваш Ен халăхĕ патне тĕрĕс хыпарсем вăхăтра илсе çитересси», - тенĕ вăл. «Республикăра тухакан хаçатсенче хыпарсене пачах та политика енне куçарса яманни аван, тепре чухне вара уйрăм хăш-пĕр федераллă МИХче кирлĕ-кирлĕ маршăнах сăлтавласа хыпарсем пичетлени куçкĕретех. Паян çынсем хаçатсенче ял, район, хула пурнăçĕ пирки ытларах вуласа пĕлесшĕн. Халăх шăпах та эсир калăпланă статьясене кĕтеççĕ, сире ĕненсе вулаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Палăртма кăмăллă, лайăх хыпарсене халăха кăсăклантармалла таса чĕлхепе эффективлă çыракансене пула, район тата хула хаçачĕсен тиражĕ пысăклансах пыни пурне те хавхалантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ суйлавра МИХче ĕçлекенсене хастар хутшăнса, яваплăха туйса тĕрĕс статьясем хатĕрлесе кăларнăшăн тав тунă. «Пĕлетĕп, ĕçлеме çăмăлах пулмарĕ. Пурте саккуна пăхăнса тăрăшрăмăр», - тесе уйрăммăн палăртса каланă республика Ертӳçи. Хыççăн пухăннисемпе Михаил Игнатьев хăйне евĕр лекци-тренинг ирттернĕ, ушкăнпа еплерех пĕлсе кирлĕ пек эффективлă ĕçлесси пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче МИХсем паянхи пурнăç таппинче мĕнле вырăн йышăнса тăни пирки чарăнса тăнă. Нумай чухне çынсем хыпарсене вуласа пĕлнĕ хыççăн, малашне пурнăçламалли утăмсем пирки шутлаççĕ, хăйсене кирлĕ пек йышăнусем туса хăвараççĕ. Пухăннă пек чухне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята Çĕрпӳ районĕн издательство çурчĕн директорĕ Вадим Николаев,  «Çěнтерӳ ялавě» хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов тивĕçнĕ. Республикăри паллă та пултаруллă журналистсене Тав çырăвĕ парса чысланă.