Хак ÿснĕ

15 Окт, 2015

Тÿрех кулянса ан ÿкĕр. Сăмах апат-çимĕç хакĕсем пирки пымасть. Ку транспорта кирлĕ-кирлĕ мар çĕре лартакан водительсене пырса тивет.

Малашне Чăваш Енре тытса чарнă транспортсене эвакуациленĕшĕн ытларах тÿлеме тивĕ. Ку ыйтăва Конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх служби нумаях пулмасть иртнĕ ларура çĕкленĕ. Ара, унчченхи хака 2013 çулхи декабрь уйăхĕнчех йышăннă-çке. Ун чухне транспорта эвакуациленĕ чухне 1 километршăн 142 тенкĕ тÿлеттерме палăртнă. Халĕ вара ку хака ÿстернĕ - 1 километршăн 182 тенкĕ кăларса хума тивĕ.