Кăнтăрлахи кĕлĕ - чăвашла

15 Окт, 2015

Самарти чăвашсен наци культурин автономийĕ Самар тата Сызрань митрополийĕнчен Сергийрен хулари пĕр чиркÿре кăнтăрлахи кĕлле чăвашла ирттерме ыйтнă. Ку ыйтăва айккине сирсе хăварман.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Сергий митрополит кăнтăрлахи кĕлле чăвашла ирттерме ирĕк панă. Çапла майпа октябрĕн 10-мĕшĕнче Самарти арçынсен вырсарни мăнастирĕнче кĕлĕ иртнĕ. Ăна Никон игумен вуланă. Вăл Самарти православи семинарийĕн воспитани парас енĕпе ĕçлекен проректорĕ. Палăртса хăварар: Самарта чăвашсем йышлă. 2010 çулта ирттернĕ Çырав кăтартăвĕсем тăрăх, унта 80 пин ытла чăваш пурăнать.

Рубрика: