Çамрăксем темĕн пайлайман

15 Окт, 2015

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче çĕрле Канаш районĕнчи Аслă Мами ялĕнче çамрăксем çапăçнă. Çак ял тата Канаш хулин каччисем темĕн пайлайман. Ун чухне 1 çын вилнĕ. Çавна май Канаш следователĕсем уголовлă ĕç пуçарнă.

Çак преступление тума пултарнă çынсене кĕске вăхăтрах тытса чарнă. Вĕсем - Канашра пурăнакан 25 тата 27 çулсенчи каччăсем. Следстви версийĕ акă мĕн çирĕплетет: çав кун харкашнă вăхăтра 25-ри йĕкĕт çамрăксенчен пĕрне кăкăрĕ тĕлĕнчен çĕçĕпе вилмеллех чикнĕ. 27 çулти каччă вара тепĕр çамрăка хырăмĕ тĕлĕнчен çĕçĕпе яшлаттарнă. Телее, çут тĕнчерен уйрăлмалăхах мар, ăна больницăна ăсатнă.

Рубрика: