Тăвайри тĕл пулусем

5 Мар, 2014

Чуна уçса калаçсан

Тăвайне килен-каян ырă улшăнусене тÿрех асăрхать. Иртнĕ çул кунта Республика кунне анлăн паллă турĕç. Нумай хутлă 20 çурта юсаса çĕнетнĕ, урам çулĕсене йĕркене кĕртнĕ. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн пурте тăрăшнă темелле. Раштав уйăхĕнче ача сачĕн никĕсне ячĕç.

– Виçĕ-çичĕ çулти ачасене садикпе тивĕçтерес ыйтăва татса панăпа пĕрех, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. – Халĕ халăха пухса тĕл пулусем ирттеретпĕр. Пурĕ 31 ял пирĕн, кашнине çитсе килесшĕн. Çынсемпе калаçнă чухне Раççейри, Украинăри лару-тăрăва сÿтсе яватпăр, хамăр ĕç-пуçа тишкеретпĕр. 2013 çулхи кăтартусем начар мар пирĕн. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем ĕне выльăх йышне сыхласа хăварчĕç. Кашни ĕне пуçне сĕт сăвăмне 4667 кг çитернĕ, юлашки çулсенчи чи курăмлă утăм ку. Грачевăн фермер хуçалăхĕ тата "Акконд-агро" юлташлăх 6 пине кармашаççĕ. "Дружба", "Чутеевский" кооперативсем аш-какай ытларах туса илчĕç. Кашни çул икĕ çĕнĕ ферма хута каять. Çав вăхăтрах уйрăм çын тытакан выльăх шучĕ чакни хумхантарать пире. Ĕне сĕтне унччен 21 тенкĕпе йышăнатчĕç, халĕ 18-па пуçтараççĕ. Тĕл пулура нумай çивĕч ыйтăва çĕклеççĕ. Сăмахран, Мучар шкулне тума пуçăнасшăн. Пуш уйăхĕнче ун проекчĕ хатĕр пулмалла. Канашран пырса кĕнĕ çĕрте кĕпер пур, çĕннине тумалла: унăн свайĕсем йывăçран, çул иртнĕçем анса пыраççĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ мала тухса тăчĕ.

Пилĕк ял тăрăхне комплекслă аталантармалли проектсене хатĕрленĕ, пĕлтĕр икĕ шкула тĕпрен юсани çинчен те хавхаланса каласа пачĕ Владимир Алексеевич. Куллен татса памалли ыйту темĕн чухлех. Калăпăр, Пуянкассисем урамсене çутăпа тивĕçтерессипе кăмăлсăр, районти пурĕ тăхăр урамри çутă тытăмне пăхса тăракан организаципе килĕшсе татăлайман тата ыт. те. Кармал халăхĕ ĕçмелли шыв ыйтăвне пĕрре мар çĕклет. Кунтан Канаш валли шыв уçлаççĕ, вырăнти çынсем вара çак ырлăхпа туллин усă кураймаççĕ.

– Мана çак должноçа çирĕплетни шăп та лăп пĕр çул, – каласа парать АПК аталану управленийĕн ертÿçи Валерий Чайкин. – Ӳсĕмлĕ ĕçлекенсене май пур таран хавхалантарма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, фермăсен ĕçне-хĕлне кашни уйăхра пĕтĕмлетессине йăлана кĕртрĕмĕр. Мала тухнисене дипломсемпе хаклă парнесем паратпăр. Совет саманинчи кивĕ мелсемпе усă курма кирлех-ши тесе каласса туятăп. Унччен мĕн лайăххи пулнă – вăл кивелмен! Пĕлетĕр-и, выльăх пăхакансемпе ĕне сăвакансен пĕр ушкăнне Тăвайри краеведени музейне илсе килсе кăтартнăччĕ. Епле савăнчĕç, ытти чухне кунта кĕрсе курма вăхăт çукрах вĕсен. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл – ырми-канми тăрăшакансене ятарлă медальпе чыслани. Хисепе тивĕçлисемшĕн ĕмĕр асра юлмалли самантсене район хаçатĕнче кăларатпăр. Хăйĕн сăнне курсан камăн чунĕ хĕпĕртемĕ.

Ялти тĕл пулусене администраци çыннисемпе пĕрле сывлăх тата культура ĕçченĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Шел, тухтăрсен сăмахне пур чухне те ăша хывмастпăр çав. Эрех-сăра серепинчен епле хăтăлăпăр-ши? Уйрăмах хĕрарăм ĕçкĕ ăшне путни шухăшлаттарать.

Куçса çÿрекен лабораторисем килни ял халăхĕшĕн питĕ меллĕ. Унччен сывлăха тĕрĕслеттерессинчен тĕрлĕ сăлтав тупса пăрăннисем те сиплевçĕсен канашне тăнлаççĕ. Паллах, клубра юрă-кĕвĕ ытамне лексен кăмăл пушшех çĕкленÿллĕ.

Грачев хуçалăхĕ

Ун хушаматне темиçе те илтме тÿр килчĕ. Вулакансене хастар чăвашпа çывăхрах паллаштарар пуль. Кирек епле каласан та ялта харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçарма çав тери йывăр-çке. Чи малтанах çавăн пирки ыйса пĕлес терĕм Валерий Геннадьевичран.

– Эпĕ нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, ачаранпах кĕтÿ кĕтнĕ, çум çумланă. Тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хал панă-тăр. Канашри медицина училищинче ветеринара вĕренсе тухнăччĕ. Хулара хваттер те пулнă. Пиччене итлерĕм. Унтанпа сакăр çул сисĕнми иртрĕ. Пĕрремĕш утăмсем çăмăл килмен. Паянхи пекех ас тăватăп: авăн уйăхĕччĕ, арканнă "Слава" хуçалăх паркĕнче сутма ĕлкĕреймен темиçе тракторпа комбайн ларатчĕ, выльăх-чĕрлĕхне такама тыттарса янă... Акă пĕтĕм пурлăх! Тепри ман вырăнта çак йĕркесĕрлĕхе кура алă сулать. Тытăнса пăхас терĕм.

Чăваш "куç хăрать те ал тăвать" тесе каланине асра тытнă. Халь кулăшла туйăнать: юхăннă фермăра пĕр сысна аçи юлнăччĕ, пы-ысăк чух-чух. Çапах эпир сысна самăртас çулпа каймарăмăр. Паян ялта ĕне усрани усăллăрах. Вара çулталăка яхăн витене юсаса çĕнетме тиврĕ, ытти хуралтăсене йĕркене кĕртрĕмĕр. Çапла аталанма пуçларĕ фермер хуçалăхĕ. Каçарăр, тепĕр лаша пурччĕ.

– Ĕçлесе курнисем çапла ăс параççĕ: çĕнĕ ĕçе пуçăнсан хăв умна капашсăр тĕллевсем лартмалла мар, мĕн тума пултарнипе çырлахмалла.

– Майĕпен ĕçлесе пымалла ĕнтĕ, кайран çул уçăлать. Хăй вăхăтĕнче сысна шутне икĕ пине çитернĕччĕ вĕт! Çурисене Муркаш районĕнчи "Свобода" ху-çалăхра туяннăччĕ.

Каярахпа республикăри ăратлăхпа ÿсĕмлĕ ĕçлекен хуçалăхсенчен пăрусем илсе килтĕмĕр. Маларах каларăм, эпĕ выльăх тухтăрĕ мар, çынсене сыватнă. Зоотехник наукине лайăх чухлакан специалистсемсĕр ниепле те май килмест.

– Районăн тĕп зоотехникĕ Елена Михайлова каланă тăрăх – сĕт сăвассипе эсир мала ÿкнĕ, ку çитĕнÿре ертÿçĕ тÿпи пурах-тăр.

– Ӳсĕм çăл куçĕ – выльăх пăхакансемпе ĕне сăвакансен тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕнче. Людмила Шуйкова – 6454, Марина Никитина – 6406, Наталья Ефремова – 6475, Надежда Димитриева 6494 литр сĕт суса илчĕç. Вĕсен ÿркенменлĕхĕнчен чăннипех тĕлĕнетĕн. Кашнийĕнех çемье, ача-пăча...Мăшăрĕсем Мускава ĕçлеме çÿреççĕ.

Фермăра çĕнĕ техника вырнаçтаратпăр пулин те ĕçĕ çăмăл мар. Паллах, халь ĕлĕкхилле хĕвелпе тан тăрса выльăх патне кăштăртатас самана хыçа юлчĕ. Вĕсем çитнĕ тĕле выльăхсене апатлантарнă, комбикорм панă. Сăмах май, комбикорм авăртакан цеха хута ятăмăр. Хĕвел çаврăнăш каяшне тата крахмала сутăн илетпĕр. Апат рационне çĕнетессинче хăйне евĕрлĕх чылай.

Тĕш тырра хамăр акса туни апат хăй хаклăхне чакарма пулăшать. Пĕтĕмĕшле илсен акса тăвакан çĕр лаптăкĕ 905 гектарччĕ, кÿршĕ хуçалăх 60 гектар сутрĕ. Ĕне выльăх çÿретмелли 250 гектар çаран пур. Кунсăр пуçне люцерна акса çитĕнтеретпĕр.

– Хĕл кунĕсенче сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ пысăккипе хресченсем кăмăллăччĕ.

– Çапла, анчах хак пĕр шайра тăмасть-çке. Пирĕн вара банк кредичĕсемпе татăлас шухăш пуçран каймасть. Сĕтпе аш-какай сутăнсан пурнăçа йÿнеçтеркелетĕн. Налуксене вăхăтра тÿлемелле, çынсене – ĕç укçи.

– Калаçура çак ыйтăва хускатни питĕ вырăнлă. Мĕнлерех шухăш-кăмăлпа пурăнать ял çынни? Мĕн канăç памасть ăна?

– Мĕн пытармалли, ĕç укçи кама тивĕçтерет-ши? Ĕç тухăçлăхне тата продукци калăпăшне ÿстерсен ăна пысăклатма май килĕ. Шалусăр пуçне ялта пурăнакансене чун апачĕ те кирлĕ-çке. Йышпа театра е концерта каяссине йăлана кĕртрĕмĕр. Хĕрарăмсем питĕ пуçаруллă, çав спектакле кайса курсан аванччĕ, тесе ыйтаççĕ те епле хирĕçлĕн. Пултарулăх ушкăнĕсене хамăр чĕнсе илетпĕр, Шупашкара çитсе килес тĕк – пирĕнтен чару çук.

Çÿлерех хамăр пултарнă таран ĕçлесе пымаллине палăртрăмăр. Тĕп-тĕрĕс. Эпир 200 ĕне усратпăр, сăвăм начар мар. Технологие лайăх пăхăнса ĕçлесен чăрмавсем сиксе тухмĕç. Пĕр ĕнене кунне 6-7 кг комбикорм, 4 кг хĕвел çаврăнăш каяшĕ тивĕçет. Çуллен сенаж çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Ĕне ферминче пуян опыт пухнă Валентина Шашковăпа Алина Юзукова ырă сăмаха тивĕçлĕ. Николай Богачев, Николай Шашков механизаторсем маттур. Комбикорм производствине Олег Шашков агроном йĕркелесе пырать. Вĕсене шанатăн. Çавнашкал хастарсем çинче тытăнса тăрать пирĕн хуçалăх.

– Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутă теççĕ, ăнăçу сунатпăр сире!

– Хăвăра тав.

Вячеслав Григорьев.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.