Чăваш пăхаттирĕсен ят-сумĕ ÿссех пырать

14 Окт, 2015

«Хыпар» хаçат турнирĕ октябрĕн 24-25-мĕшĕсенче Куславккари «Атăл» физкультурăпа сиплев комплексĕнче иртет

Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра физкультурăпа спортра пысăк улшăнусем пулчĕç. Кире пуканĕ спорчĕ те вăй илсе пыни лайăх сисĕнет.

фыЧăваш пăхаттирĕсем Пĕ­тĕм Раççейри ăмăртусенче çур ĕмĕр каяллах палăрма пуçларĕç. 1970 çулсен вĕçĕнче Тăвай шкулĕн педагогĕ Альфред Пимулин, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Николай Трифонов, Елчĕк районĕнчи Анатолий Горшковпа Юрий Попов тата Хĕрлĕ Чутай район больницин врачĕ Владимир Ульянов Атăл тăрăхĕнчи турнирсенче çĕнтерчĕç, «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем - кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енри пирвайхи спорт мастерĕсем. Кăçалччен пирĕн республикăри пăхаттирсенчен çак норматива çитмĕл çын тултарнă. Чи малтанхисен йышне çавăн пекех Тăвайри Николай Соколова, Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ Юрий Карповпа Александр Григорьева, Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ Александр Андреевпа Василий Голландцева, Кÿкеç поселокĕнче пурăнакан Николай Шалтыковпа Иван Фадеева кĕртме пулать.

Çирĕм çул каялла Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн физвоспитани факультечĕн преподавателĕнче кире пуканĕ йăтассипе тĕнче спорт мастерĕ, Европа тата çĕршыв чемпионĕ Борис Глинкин ĕçлеме тытăнчĕ. Занятисем хыççăн вăл тимĕр вăййине юратакан студентсемпе тренировкăсем ирттерме пуçларĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ - Борис Николаевичăн вĕренекенĕсем, агропромышленноç комплексĕн пулас специалисчĕсем Юрий Кужиков, Алексей Алексеев, Андрей Люкин, Александр Агеев, Юрий Столяров республика чемпионачĕсенче, «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирсенче тата Универсиадăсенче палăрчĕç.

Юлашки çулсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Б.Н.Глинкинăн воспитанникĕсем çулленех ялхуçалăх специалисчĕсене хатĕрлекен аслă шкулсен Универсиадисенче, çĕршыври тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтереççĕ, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенчен наградăсемпе таврăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Александр Павлов виçĕмçул Германири Гамбург хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче юниорсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, кăçал вăл Ростов облаçĕнчи Азов хулинче иртнĕ Раççей кубокĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Экономика факультечĕн студентки Анастасия Александрова июльте Болгарири Варна хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче 68 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче çĕнтерчĕ.

Октябрĕн пирвайхи канмалли кунĕсенче ялхуçалăх академийĕн спортзалĕнче Шупашкар хулин уçă чемпионачĕ иртрĕ. Кунта тĕп хулари атлетсемпе пĕрле Кÿкеç поселокĕнчи, Канаш тата Куславкка хулисенчи, Етĕрне тата Йĕпреç районĕсенчи спортсменсем те тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре помост хуçисем турнирăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Команда капитанĕ Анастасия Александрова 16 килограмлă снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 206 хут сулласа çĕклерĕ, абсолютлă чемпионка ятне тивĕçрĕ.

Çамрăксен ушкăнĕнче кăçал Патăрьел районĕнчи Туçа вăтам шкулне пĕтернĕ, халĕ ялхуçалăх академийĕн студенчĕ Ринат Сафин палăрчĕ. Вунсакăр çулти каччă 24 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 110 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 185 пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Яшсен хушшинче Канашри Владимир Христофоров, педагогика университечĕн студенчĕ Александр Боровей, ялхуçалăх академийĕнчи Алексей Алексеев, Дмитрий Кабалин, Дмитрий Курчин тата Алексей Иванов, спорт ветеранĕсен тупăшăвĕнче Кÿкеçри Анатолий Кузьминпа Шупашкарти Василий Голландцев лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç.

Хĕрарăмсемпе хĕрсен ăмăртăвĕсенче Елчĕк районĕнчи Вера Николаевăна, Канашри Алевтина Евграфовăна, Шупашкарти тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен Екатерина Ивановăна, Ирина Мадеевăна, Надежда Мефодьевăна, тĕп хулари 27-мĕш шкулти Августина Павловăна çитекенни пулмарĕ. Çÿлерех асăннă пăхаттирсене пурне те çывăх кунсенче «Хыпар» турнирĕнче тепĕр хут курăпăр.

n Петр СИДОРОВ.

Иван МОКЕЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: