Культурăсăр чун хавшак

5 Мар, 2014

Красноармейски районĕнче тăхăр культура çурчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен ячĕ халĕ урăхларах – информаципе культура аталанăвĕн центрĕ. Кашни çулах районта пилĕк пинрен кая мар мероприяти ирттереççĕ. Кăçал Культура çулталăкĕ пулнă май вĕсен шутне тата ÿстересшĕн.

Район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи Рена Осипова каланă тăрăх – тăхăр центр та йĕркеллĕ ĕçлет. Вĕсенчен пиллĕкĕшне тĕпĕ-йĕрĕпе юсанă, виççĕшĕ вара тĕслĕх центр шутланаççĕ.

Чи лайăх культура çуртне, ĕçчене патшалăх грант парса хавхалантарать. Пĕлтĕр асăннă тăрăхран çак хисепе Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн культура çурчĕ тата унăн директорĕ Валентина Петрова тивĕçнĕ. Сăмах май, республикипе 37 грант уйăрнă, вĕсенчен иккĕшне Красноармейски районĕ илнĕ. Çак конкурса кăçал та хутшăнасшăн. «Пултаруллă çынсем те, тăрăшса ĕçлекен учрежденисем те пур. Çавăнпа вĕсен ĕçне те кăтартма пĕлмелле», – тет Рена Михайловна.

Специалистсем çитменни çеç пăшăрхантарать ăна. «Ятарлă пĕлÿ илнисем çителĕксĕр, – малалла тăсăлать сăмах. – Пĕтĕм ĕç специалист йĕркеленинчен килет-çке. Аккомпаниатор районĕпе те тăваттă çеç. Ташă лартакан та çук. Пирĕн тăрăхра газ уçлакансен Заволжски клубĕнче çеç специалистсем çителĕклĕ». Хăть мĕн каласан та ку çитменлĕх ĕç укçипе çыхăннă.

Район темиçе çул Мари Республикинчи Морки районĕпе тата Тюмень облаçĕнчи Тавда районĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕпе çыхăну тытать. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿреççĕ, концерт кăтартаççĕ. Сăмахран, марисем пĕлтĕр Филипп Лукин ячĕпе ирттернĕ конкурса хутшăннă, унăн юррисене чăвашла шăрантарнă. Морки районĕнче халăх академи хорĕ пур. Конкурсра шăпах вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе куракана тĕлĕнтернĕ. Çакна та асăнса хăварма кăмăллă: Ф. Лукин произведенийĕсене шкул программине кĕртме, вĕренекенсен хорне аталантарма сĕнÿ тăратнă конкурсра. Композитора халалланă çулталăка «Ансамбльсемпе хорсен кĕрешĕвĕ» мероприятипе вĕçленĕ. 13 шкулти тата 9 ял тăрăхĕн хор коллективĕсем тупăшнă унта. Тĕп хуларан ятарласа килнĕ жюри асăннă тăрăхра хор ушкăнĕ вăйланса пынине палăртнă. Пултаруллă ентешĕн ятне çÿлте тытаççĕ Красноармейскисем.

Иртнĕ кĕркунне вĕсем Çĕпĕрти чăвашсем патне çул тытнă, йăхташăмăрсене тăван юрă-кĕвĕпе савăнтарнă. Çĕпĕрти чăваш ялĕсене çитсе курнă.

Юрă-ташă уявĕсĕр пуçне районта сăвăçсен конкурсне те йĕркелеççĕ. Унта аслă ăру та, çамрăксем те хутшăнаççĕ. Ăна кăçал та ирттерме палăртнă.

Район халăхĕшĕн пĕлтĕрхи Акатуй асра юлнă. Ăна халăх уявĕсемпе, йăли-йĕркипе çыхăнтарнă. Пĕрисем тырă акнине сăнланă, теприсем – утă çулнине, виççĕмĕшĕсем туй йăли-йĕркине, тăваттăмĕшĕсем – кĕр сăрине... Тăван культурăна упрани, юрра-ташша манăçа кăларманни çав тери паха.

Малашне те тăрăшса ĕçлеме шантарчĕ Рена Михайловна. «Культура» сăмах çав тери анлă. Вăл сцена çинче юрă-ташă кăтартни çеç мар, урам тирпейлĕхĕ те, çыпăçуллă пурăнасси те, халăхăн ăс-хакăл пуянлăхĕ те, тирпейлĕ тумтир те, – терĕ 25 çул директорта ĕçленĕ хĕрарăм. – Çавăнпа та ăна пурин те кар тăрса аталантармалла. Пĕри вăй хунă вăхăтра теприн те ĕçе кÿлĕнмелле. Пĕр-пĕрне ăнланса, алă парса вăй хумалла».

Ăслă сăмах çумне мĕн хушăн? Ентешсене ăнăçу, пархатар, çирĕп вăй-хал сунмалли çеç юлать.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.