Сочирен - медальпе

13 Окт, 2015

Сочи хулинче сусăрсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисем вĕçленчĕç. Эрне тăршшĕнче 34 çĕршыври 600 яхăн спортсмен çăмăл атлетика, шывра ишесси, ухăран пересси, сĕтелçи теннис, армспорт тата тхэквондо ăмăртăвĕсенче вăй виçрĕ.

Пирĕн çĕршыв команди пухмача 102 «ылтăнпа», 84 «кĕмĕлпе» тата 76 «бронзăпа» пуянлатса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Мала тухнисене Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче 2016 çулта иртекен Паралимп вăййисене хутшăнакансен йышне кĕртнĕ. Пĕтĕм тĕнче ăмăртăвĕнче пирĕн республика чысне 2012 çулхи Паралимп вăййисен 3 хут чемпионки Елена Свиридова /Иванова/ хÿтĕлерĕ. Вăл 100 тата 200 метрлă дистанцисене иккĕмĕш вĕçлесе кĕмĕл медальсене тивĕçрĕ. Пултаруллă атлетăн ача çуратнă хыççăнхи пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ ку.

Ăмăртура спортсменсем кăна мар, Чăваш Ен спорт судйисем те /пурĕ - 21 çын/ маттур пулнине палăртмалла. Хĕллехи Паралимп вăййисенче, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче ĕçлесе ăсталăх пухнă Андрей Михайлов, Владислав Антонов, Олег Булыгин, Юрий Плотников, Сергей Овсянников, Нина Бодренкова, Вячеслав Ильин тата ыттисем те Сочирен тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: