Фольклор каçĕ иртнĕ

13 Окт, 2015

Чăваш халăхĕ ырă йăла-йĕркепе питĕ пуян. Мĕнле кăна уяв пулман пирĕн йăх-несĕлсен! Çак мул-пуянлăха упарса хăварас, аталантарас тĕллевпе Вăрнарсем «Эткерлĕх» клуб йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем хальхинче чăваш халăхĕн декораципе хушма ис­кусствипе паллашас тĕллевпе район центрĕнчи тĕп библиотекăра тата историпе таврапĕлÿ музейĕнче «Халăх çÿпçинчен» уяв каçĕ ирттернĕ.

Халăха кĕнекепе тивĕçтерекен пай ертÿçи Л.Кадыкова пухăннисене тĕрĕ тĕрлессипе, йывăçа эрешлесе касассипе, çипуçа вĕтĕ шăрçапа тата кĕмĕлпе илемлетессипе, пир тĕртессипе, керамикăпа çыхăннă кĕнекесемпе паллаштарнă. Таврапĕлÿ музейĕн директорĕ Е.Шарипова Чăваш Енри ÿнер промыслисем епле аталаннипе тата чăвашсен хушма искусствин экспоначĕсемпе паллаштарнă.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: