Мунча кĕме кайсан...

12 Окт, 2015

Шупашкарти Мускав район сучĕ тĕп хуламăрта пурăнакан 33 тата 34 çулсенчи икĕ арçын тĕлĕшĕпе приговор йышăннă, вĕсене влаç представителĕсене тапăннăшăн айăпласа 1 тата 2,5 çуллăха условлă майпа ирĕклĕхсĕр хăвармалла тунă.

РФ СК ЧР СУ Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ палăртнă тăрăх, кăçалхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче çамрăксем пухăнса хулан кăнтăр хĕвелтухăçĕнчи пĕр саунăна кайма пуçтарăннă. Виççĕшĕ тÿрех çуттине туянма лавккана уттарнă. Тата иккĕшĕ, хĕрĕнкĕленме ĕлкĕрнĕскерсем, вĕсене асăннă вырăнта кĕтсе тăнă. Шăпах иккĕмĕшĕсене полици ĕçченĕсем асăрханă та.

Ÿсĕрсем хăйсене шавлă тытса йĕркене пăснă: çынсен умĕнче усал сăмахпа кăшкăрашнă, вăрçăннă. Пакунлисем вĕсене лăпланма, ĕç-пуçа уçăмлатма шалти ĕçсен уйрăмне кайма ыйтнă. Анчах арçынсем вĕсене итлесшĕн те пулман. Пушшех те 34-ри полицейские питĕнчен çапнă. Вĕсем патне çийĕнчех лавккаран тухнă арçынсем те чупса çитнĕ. Пĕри иккĕмĕш полицейские тăнлавĕнчен çапнă, виççĕмĕшне çурăм шăмминчен тапнă. Çавăнпах йĕрке хуралçин аяк пĕрчи хуçăлнă - ку вара сывлăха сиен кÿни шутланать.

Материала РФ СК ЧР СУ Шупашкарти Мускав районĕнчи уйрăмĕ пулăшнипе хатĕрленĕ.

Анна НИКОЛАЕВА.