Крымра чăваш автономийĕсем йĕркеленчĕç

9 Окт, 2015

Февраль уйăхĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе Крым Республикинче пулнăччĕ. Çавăн чухнех çурутрав çинче пурăнакан чăвашсем Крым Пуçлăхĕпе Сергей Аксеновпа автономи йĕркелеме калаçса татăлнăччĕ.

Сентябрĕн 16-21-мĕшĕсенче ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан делегаци Крым Республикинче пулчĕ. Малтанах вĕсем Керчь хулинчи чăвашсемпе тĕл пулнă. ЧНК хастарĕсене Хĕрлĕ Чутай тăрахĕнче çуралса ÿснĕ, чылай çул Керчь хулин çар гарнизонĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Мефодий Мазуркин хапăл йышăннă. Валерий Леонидович каланă тăрăх - Керчь хулинче те чăваш наци культура автономине уçма палăртнă.

Крым чăвашĕсем сентябрĕн 19-мĕшĕнче Симферополь хулине пуçтарăннă. Хула Пухăвĕн çуртĕнче чăваш юрри-кĕвви чылайччен янăранă, тăван чĕлхепе калаçни илтĕнсе тăнă. Çакăнта чăваш наци культура автономине туса хунине протокол çырса çирĕплетнĕ. Унăн ертÿçи пулма Николай Пропынина шаннă. Хыççăнах Крым Республикинчи чăвашсен пĕрлĕхне туса хурасси пирки йышăну тунă. Ертÿçĕ пулма Андрей Яковлева суйланă. Вăл Симферополь хула администрацийĕнче ĕçлет. Чăвашсем Ялтăран та чылай килнине кура ку хулан автономи уйрăмне те йĕркеленĕ. Ертÿçи - Святослав Семенов.

Йĕркелÿ ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Крым чăвашĕсем Чăваш наци конгресĕн делегачĕсемпе «çавра сĕтел» ирттернĕ. Унта вĕсем малашне мĕнле ĕçлессине сÿтсе явнă.

Палăртса хăварар: ЧНК пулăшнипе йĕркеленнĕ автономисен шучĕ çĕре яхăн паянхи кун. Икĕ çул каялла Украина тытăмĕнчен тухса Раççее каялла таврăннă Крым Республикинче халĕ /Севастополь хулинчи чăвашсен темиçе çул каяллах йĕркеленнĕ пĕрлĕхне те шутласан/ чăваш автономийĕ пурĕ тăваттă. Çакă чăваш тĕнчи анлăланса та сарăлса пынине кăтартать, тăван чĕлхепе культурăсăр тунсăхланă Крым чăвашĕсене туслă ĕçлеме, савăнма май парать.

Рубрика: