Аппăшĕпе калаçнăшăн укçа ыйтнă

8 Окт, 2015

Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ 16 çулти çамрăк тĕлĕшпе приговор палăртнă. Суд ăна условлă майпа 1 çуллăха айăпланă.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, каччă 2015 çулхи апрелĕн 18-19-мĕшĕсенче 19-ти çамрăкпа икĕ хут тĕл пулнă, Интернетри соцсетьре çырăннă чухне 2 пин тенкĕ ыйтнă. Лешĕ унăн аппăшĕпе калаçнă-мĕн, çавăнпа "кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн" укçа сăптăрасшăн пулнă. Çитменнине, 16-рискер аслăраххине ун пирки никам та пĕлмен хыпар сарассипе хăратнă. Тĕл пулсан хайхискер 19 çулти йĕкĕте çапса пĕтернĕ, 2 пин тенкине вăрланă. Кун хыççăн ăна йĕрке хуралçисем тытса чарнă.