Хевтесĕр-тĕк - хисепсĕр-им?

7 Окт, 2015

Патăрьел районĕн прокуратури хевтесĕр çынсем социаллă инфратытăм об<екчĕсемпе чăрмавсăр усă курассине тивĕçтерекен саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Чылай çитменлĕхе тупса палăртнă.

Калăпăр, «Патăрьел районĕн бизнес-инкубаторĕ» АУ, Патăрьел райповĕ автопарковкăра инвалидсен машинисем валли çителĕклĕ вырăн уйăрман - инвалидсен прависене хÿтĕлекен саккуна пăснă. Саккунпа килĕшÿллĕн автотранспорт хатĕрĕсем лартмалли вырăнсенче, çав шутра суту-илÿ, пулăшу ĕçĕсен сферин, медицина, спорт тата культурăпа кану учрежденийĕсен патĕнче инвалидсен автотранспорчĕ валли 10: кая мар /анчах пĕр вырăнтан кая мар/ вырăн уйăрмалла. Ятарлă автотранспорт парковкисемпе инвалидсем тÿлевсĕр усă кураççĕ.

Çавăн пекех социаллă инфратытăм обћекчĕсенче инвалидсем валли ятарлă хатĕрсем - пандуссем, карлăксем, рельссем - çуккине те палăртнă. Вĕсем, сăмахран, кÿмепе е ертÿçĕ-йытăпа çÿрекен инвалидсене уйрăмах кирлĕ.

Çитменлĕхсене тĕпе хурса прокуратура икĕ представлени çырнă, асăннă предприятисен ертÿçисем тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем пуçарнă.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

Патăрьел районĕн прокурорĕ.

Рубрика: