Пĕтĕм тĕнче утать

6 Окт, 2015

Пĕтĕм тĕнчери массăллă спорта аталантарма пулăшакан ассоциаци йĕркеленипе 1991 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери утмалли куна паллă тăваççĕ. Октябрĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче 150 çĕршывра пурăнакан пин-пин çын палăртнă вырăна утма тухать. Пĕлтĕр çак уява пирĕн патра та ирттерме пуçларĕç. Вăл Шупашкарта «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум вăхăтĕнче старт илчĕ.

Кăçал та залив хĕррине вун-вун çын - спорт тата Скандинави мелĕпе утакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, спортпа туслă шкул ачисемпе студентсем, хулари предприяти-организаци ĕçченĕсем - пухăнчĕ. Вĕсемпе пĕрле уява ЧР спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Яковлев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Самойлова, Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Александр Малов, хăвăрт утас енĕпе тĕнче чемпионкисем, спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Алина Ивановăпа Олимпиада Иванова хутшăнчĕç. Сăмах май, савăнăçлă парадра республикăри паллă спортсменкăсене РФ спорт министрĕн Тавĕпе чысларĕç.

«Утни сывлăха çирĕплетет. Тухтăрсем кунне 4-5 çухрăм утма хушаççĕ. Утнă чух чĕре те лайăх ĕçлет, юн пусăмĕ те вылять. Чĕре чирĕпе аптракансемшĕн паркра, вăрманта, шыв хĕррипе уçăлса çÿрени питĕ усăллă. Çак куна паллă туни - ырă пулăм. Вăл çынсене сывлăх çине тимлĕрех пăхма хĕтĕртет», - терĕ Алексей Николаевич Пĕтĕм тĕнчери утмалли куна старт панă май.

Çав кунах сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем «Врачпа уçăлса çÿрерĕç». Уйăхсерен çак ятпа иртекен акцие республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркелет. 2012 çулта пуçарнă мероприятие сывлăх сыхлавĕпе социаллă сфера учрежденийĕсен ĕçченĕсем, пациентсем хутшăнаççĕ. Акци вăхăтĕнче врачсем çынсене тĕрлĕ канаш параççĕ, сывлăха çирĕплетмелли мелсемпе паллаштараççĕ.

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: