Икĕ енĕшĕн те усăллă

2 Окт, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 30-мĕшĕнче Хусан хулинче Венгри Республикин Раççей Федерацийĕнчи генеральнăй консулĕпе Ференц Контрапа тĕл пулнă. Тĕлпулăва Венгрин Генеральнăй консульствин экономикăн тулаш ыйтăвĕсемпе ĕçлекен атташи Шпиндлер Жолт, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин, Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари представительствин Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертÿçи Александр Погодейкин хутшăннă.

Венгри консулĕ Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхăн должноçне иккĕмĕш хут йышăннă ятпа саламланă, икĕ енĕшĕн те усăллă çыхăнусем йĕркелеме тăрăшнăшăн тав тунă.

Ĕçлĕ тĕлпулура ялхуçалăхра, культурăра, туризмра тата про­мыш­ленноçра малашне килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре тишкернĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Венгри хушшинчи çыхăнусем аталанассине çирĕплетнĕ. Венгри Республикин тата Чăваш Республикин Суту-илÿпе промышленноç палатисем икĕ енлĕ килĕшÿсене алă пусса çирĕплетнĕ.

Рубрика: