Правительствăн çĕнĕ тытăмне сÿтсе явнă

2 Окт, 2015

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Моторин премьер-министрпа тата хăйĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа канашлу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев Иван Моторина ăнăçлă ĕçлеме суннă. «Суйлавçăсем пире шанчĕç, пирĕн çак шанăçа тÿрре кăлармалла. Ĕç шайне чакарма юрамасть. Хамăрăн мĕнпур организаципе тата ведомствăпа, бизнес представителĕсемпе экономикăна аталантарас, социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлас тĕллевпе тухăçлă çыхăну йĕркелемелле», - тенĕ вăл.

Иван Моторин республикăн ĕç тăвакан влаçĕн çĕнĕ тытăмĕпе паллаштарнă. Тивĕçлĕ указ паян «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ те - ун пирки пайăррăн чарăнса тăни кирлĕ мар-тăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ улшăнусене ырланă, республика Правительствин тытăмĕ федерацин влаç органĕсеннипе килĕшсе тăнине, патшалăх служащийĕсен штат йышĕ ÿсменнине палăртнă.

Юрий Васильев 2016 çул вĕçленнĕ тĕле патшалăх граждан служащийĕсен йышне 10: чакарма палăртнине пĕлтернĕ. «Сотрудниксен пĕчĕкрех йышĕпех патшалăхăн мĕнпур функцине пурнăçламалла. Ĕç пахалăхне чакармалла мар. Тĕллев палăртатăп: пушанакан мĕнпур служащие вĕсен квалификацине кура ĕçе вырнаçтармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

К.АЛЕКСАНДРОВА.

Рубрика: