Ентешĕн фильмне килĕштернĕ

1 Окт, 2015

Нумаях пулмасть кĕске метражлă фильмсен "Арткино" Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ пулнă. Вăл çулсерен Мускавра уçăлать те çĕршыври 50 ытла хулара иртет. Унта 30 минутран ытла мар тăсăлакан фильмсем хутшăнаççĕ.

8-мĕш фестиваль уçăлнă чухне пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсене чысланă. Профессионал жюри 25 фильм йышĕнче Николай Котяш режиссерăн "Каждый первый" фильмне чи лайăххи тесе палăртнă. Куракансем вара пирĕн ентешĕн фильмне ытларах килĕштернĕ. Раççейри 50 хулара иртнĕ сасăлавпа килĕшÿллĕн, Евгений Корчагинăн "Феликс и его любовь" картинине халăх нумайрах пăхнă. Евгений Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнать. Кĕçех унăн фильмне Мускавсем пысăк экран çинче курĕç. Палăртса хăварар: Евгений Корчагинăн "Феликс и его любовь" картини АПШра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте çĕнтернĕ.

Рубрика: