«Пирамида» строителĕсене тытса чарнă

30 Сен, 2015

Çынсене сиен кÿнин виçи 300 миллион тенкĕ ытла

«Раççей Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен тĕп управленийĕн сотрудникĕсем Чăваш Республикинчи ĕçтешĕсемпе пĕрле нумай шайлă «финанс пирамидин» паллиллĕ организацин тата унăн тытăмĕнчи предприятисен ертÿçисемпе учредителĕсен саккунсăр ĕçне пÿлес тĕллевлĕ анлă операци ирттернĕ», - пĕлтерчĕ РФ ШĔМĕн официаллă представителĕ Елена Алексеева.

Компание иккĕн, Шупашкар çыннисем, йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри «пирамида» ĕçĕ-хĕлĕпе унччен те çыхăннă. Граждансен укçине явăçтармашкăн фирмăн нимĕнле лицензи те пулман, вăл микрофинанс организацийĕсен реестрне кĕмен.

Хальлĕхе палăртнă тăрăх - тулли мар яваплă общество ертÿçисем 2011 çултан тытăнса паян кунчченех пысăк дивиденд /çулталăкри 60: таран/ тÿлетпĕр тесе граждансен укçине йышăннă. Вкладчиксене вĕсен укçине Форекс рынокне вырнаçтарнă е инвестици шучĕпе пысăк тупăшлă финанс проекчĕсене хывнă тесе улталанă. Чăннипе, укçана ниçта та хывман, дивидендсене вара çĕнĕ вкладчиксенчен йышăнакан укçапа тÿленĕ.

«Пирамидăна» çынсен май пур таран пысăкрах йышне явăçтарас тĕллевпе компани ĕç-хĕлне хăйĕн сайчĕ, пичет кăларăмĕсем, анлă сарăлнă социаллă сетьсем урлă çине тăрсах рекламăланă. Çавна май улталаннисен шучĕ те пысăк: малтанлăха палăртнă тăрăх - 10 пин ытла çын. Вĕсене кÿнĕ сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи те - 300 млн тенкĕ ытла. Уйрăмах пысăк виçепе улталаннин тĕслĕхĕпе республикăн Шалти ĕçсен министерствин Следстви управленийĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Полици операцине ШĔМĕн 300 ытла сотрудникĕ хутшăннă. Раççейĕн 17 регионĕнче ухтарусем ирттернĕ, финанспа хуçалăх докуменчĕсене, пичетсене, информацин электрон хатĕрĕсене, банксен пластик карточкисене, преступниксен айăпне ĕнентерме пулăшакан ытти хутпа япалана туртса илнĕ. Ултавлă схема йĕркелÿçисене тытса чарнă, суд йышăнăвĕпе хупса хунă. Ĕç-пуçа тĕпчеççĕ, оперативниксем ултавçăсен саккунсăр ĕçне тăрă шыв çине кăларас енĕпе малалла ĕçлеççĕ.

Н.НИКОДИМОВ

Рубрика: