Билет туянăр!

29 Сен, 2015

Тăвай тăрăхĕнче те чиновник ултав çулĕ çине тăнă. Ку тĕслĕхпе те Следстви комитечĕн Канашри пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Сăмах - Тăвай районĕн администрацийĕн пай пуçлăхĕ пирки. Следстви шухăшĕпе - вăл кăçалхи февральте хăйĕн служба пÿлĕмĕнче районти культура учрежденийĕсенчен пĕрин директорне унта ирттерекен конкурса пăхма кĕмешкĕн билетсем хатĕрлеме хушнă. Кашни билета 150 тенкĕпе сутма сĕннĕ. Культура учрежденийĕн ертÿçи райадминистрацире сумлă должноçра ĕçлекен хĕрарăм сăмахĕнчен иртеймен, тĕрĕссипе, пай пуçлăхĕ киревсĕр тĕллев тытнине вăл чухламан та. Ĕçри компьютерпа усă курса çав кунах 300 штук билет пичетленĕ, вĕсене райцентрта, таврари ялта пурăнакансене сутнă.

Конкурс билечĕсен укçи культура учрежденийĕн кассинчех юлмалла пулнă ĕнтĕ. Анчах райадминистрацин пай пуçлăхĕ хайхи конкурса йĕркелесе ирттерме кайнă тăкаксене саплаштарма тесе укçана директортан илнĕ. Пĕтĕмпе 44 пин тенкĕ - çак укçапа чиновник хăй пĕлнĕ пек усă курнă.

Следстви вĕçленмен-ха, вăл преступлени ÿкерчĕкне туллин уçăмлатма тивĕç.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Автор: