Çурт туман, укçа илнĕ

29 Сен, 2015

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата унăн Шупашкарта пурăнакан 32 çулти хĕрĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вĕсене Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăплаççĕ: тÿлев илнĕ чух улталанăшăн, служба вырăнĕпе усă курса укçана тăкакласа пĕтернĕшĕн тата çак преступление тума пулăшнăшăн.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хĕрĕ ашшĕпе каварлашса суя документсем хатĕрленĕ. Вĕсене ĕненес-тĕк - вăл яланхи йĕркепе ялта пурăнать, Йĕпреç районĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнмалли çурт туса тăкакланнă имĕш. Чăннипе вара хăй Шупашкарта пурăннă, строительство валли расхутланман. Суя документсене тĕпе хурса муниципалитетăн асăннă чиновникĕ хĕрĕпе унăн çемйин членĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çинчен калакан саккунсăр йышăну кăларнă, хăйне пăхăнса тăракан сотруднике вĕсене пурăнакан вырăнтан иртнĕ вăхăтпа шутран кăларма, хăйсен пĕлĕшĕсен пĕчĕкрех лаптăклă çуртĕнче регистрацилеме хушнă. Çапла майпа çемьен пурăнмалли тата йăла условийĕсене ятарласа япăхлатнă.

Кайран документсене Йĕпреç районĕн администрацине тăратнă, хĕрне федерацин «Ялăн 2012 çулхи социаллă аталанăвĕ» программипе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çынсен йышне кĕртме ыйтнă. Администраци ыйтăва тивĕçтернĕ те - вырăнти пуçлăх хĕрĕ федераци, республика тата район бюджечĕсенчен 420 пин тенкĕ ытла социаллă тÿлев илнĕ, çав укçапа хăй пĕлнĕ пек усă курнă.

Рубрика: