Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Наци кросĕ-2015» Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ чупăва хутшăннă

28 Сен, 2015

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре чупу кунĕ иртрĕ. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех "Наци кросне" старта тухрĕç. Спорт уявне çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ӳсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать. Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те "Наци кросне" тăрăшсах хатĕрленчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта  «Наци кросĕ-2015» Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ чупăва хутшăннă. Курăмлă пысăк мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильев, çăмăл атлетикăпа Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа тата тĕнче чемпионки, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Олимпиада Иванова, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем,  республикăри влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсем тата вĕсен ĕçтешĕсем,  Шупашкар хула ертӳлĕхĕ, хулара пурăнакансем, хăнасем, республикăри чаплă спортсменсем ăмăртăва тухнă. Регион Ертӳçи спорт уявне пухăннисене пурне те саламланă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен хисепĕ республикăра çултан çул ӳссех пынине палăртнă. «Эпир паян Раççейри чи спортпа туслă регион тесе уçăмлăнах калама пултаратпăр. Республикăра пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ куллен спорта çӳрет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пирĕн республикăра чăннипех те паллă, ăста спортсменсем чылай пулнине каланă Михаил Игнатьев. «Паян спорт уявне тухни те хăех çĕнтерӳ пулса тăрать. Кам спортпа туслă, вăл яланах çирĕп вăй-халлă, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть, пурнăçри пур ыйтăва та эффективлă яланах татса пама пултаранть», - тенĕ регион Ертӳçи. Спорт ветеранĕсене, мĕнпур тренерсене çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма витĕм кӳнĕшĕн чĕререн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Палăртса хăварасшăн, кăçал спорт уявне Чăваш Енри районсемпе хуласенчен пурĕ 59,8 пин ытла çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.

Рубрика: