Сăрт çинче - хăюллисемпе хастаррисем

4 Мар, 2014

Юлашки çулсенче пирĕн республикăра фристайлпа кăсăкланакан йышланчĕ. Сикме-çаврăнма хăраман çамрăксем «ски-кросс тата слоуп-стайл» дисциплинăсене уйрăмах килĕштереççĕ, кашни кун ăсталăха туптаса тĕрлĕ ăмăртура палăраççĕ.

Шупашкарти «Вертикаль» центрта иртнĕ чемпионат та хăюллисемпе хастаррисене пухрĕ. Фристайлçăсен тупăшăвне республикăри 40 яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. Пĕрремĕш кун спортсменсем ски-кросс енĕпе вăй виçрĕç. Малти вырăна 2013 çулхи чемпион Александр Смирнов тата Раççей шкул ачисен спартакиадин призерĕ Максим Яковлев тивĕçрĕç. Яшсен ушкăнĕнче пьедестал çине Роман Марквальд, Илья Малов тата Артем Горбунов хăпарчĕç. Хĕрсем те каччăсенчен кая мар: ăмăртура Лана Прусаковăна, Екатерина Мулендеевăна, Надежда Сабуровăна çитекенни пулмарĕ.

Чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕсем пĕрремĕш хут слоуп-стайл ăмăртăвĕнче тупăшрĕç. Çак дисциплинăра Никита Васильев çĕнтерчĕ. Дмитрий Мулендеевпа Михаил Михайлов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Яшсен турнирĕнче Роман Егоров, Илья Малов тата Кирилл Светопольский палăрчĕç. Пикесен кăтартăвĕсем çапларах: Лана Прусакова «ылтăн», Екатерина Мулендеева «кĕмĕл» çĕнсе илчĕç.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Валерий Васильев каланă тăрăх - фристайлçăсен ăсталăхĕ çултан çул ÿсет, тен, малашне вĕсен йышĕнче Олимп вăййисене хутшăнакансем те пулчĕç. «Елена Муратовăран тĕслĕх илсе могулпа интересленекенсем те пур. Вĕсене вĕрентмешкĕн спорт объекчĕ çукки кăна чăрмантарать. Фристайлăн тепĕр тĕсне - хаф-пайпа - аталантарма та услови кирлĕ», - терĕ тренер.

Пĕлме

Могул /юр тĕмеске, мăкăр/ - фристайл тĕсĕ. Ку чухне спортсменăн лакăм-тĕкĕмлĕ трассăпа анмалла, трамплин çинчен икĕ хут сикмелле.

Ски-кросс - йĕлтĕрçĕсен кросĕ. Темиçе спортсменăн сăртлă трассăран анмалла, финиша малтан çитекенни çĕнтерет.

Слоуп-стайл /акăлчан сăмахĕ: slope - тăвайкки, style - стиль/. Ятарлă трассăпа анакан спортсменăн сикнĕ чух тĕрлĕ трюк тумалла.

Хаф-пайп /акăлчан сăмахĕ, çурма пăрăх тенине пĕлтерет/. Пĕкĕ евĕрлĕ конструкци ăшĕнче йĕлтĕрçĕн стена тăрăх ярăнса хăпарнă чухне тĕрлĕ трюк тумалла.


Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.