Пысăк хăвăртлăхлă магистраль пирки

24 Сен, 2015

Чăваш Енре «Мускав - Хусан» пысăк хăвăртлăхлă магистрале тăвас ыйтăва сÿтсе явнă. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, вăл республикăри тăватă район урлă иртсе кайĕ.

Малтанлăха каланă тăрăх, пысăк хăвăртлăхлă пуйăс Чăваш Енре икĕ çĕрте чарăнĕ. Вĕсенчен пĕри Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕ çывăхĕнче пулĕ. Унта автомобиль çул-йĕрĕ аталаннă, ку вара станцие Шупашкарпа, Çĕнĕ Шупашкарпа тата Чăваш Енри ытти хулапа çыхăнма май парĕ. Магистраль Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсем урлă иртĕ. Пуйăс сехетре 400 километр таран хăвăртлăхпа çÿрĕ. Ун чухне Мускавран Хусана 2 сехет çурăра çитме май пулĕ.

Рубрика: