Салтака каяс вырăнне - Мускава

24 Сен, 2015

Шупашкарти Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ 31 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна Çар комиссариачĕ 2004 çултанпа шыранă. Вăл салтака каясран тарса çÿренĕ тесе шухăшлаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, çамрăк арçын çар ретне тăмашкăн юрăхлă шутланнă. Анчах вăл 2003 çулхи ноябрь уйăхĕнче алла повестка илсен те Çар комиссариатне пыман. Унăн ноябрĕн 19-мĕшĕнче салтака каймалла пулнă. Уголовлă ĕç пуçарсан 2004 çулта ăна вăхăтлăх чарма тивнĕ, мĕншĕн тесен çав арçынна шырама пуçланă. Халĕ вăл çак тапхăрта ăçта пулни паллă ĕнтĕ: Мускавра укçа ĕçлесе илнĕ. Кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче вăл Шупашкара тăванĕсем патне килнĕ. Шăпах çавăн чухне асăрханă та ăна. Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.

Рубрика: