Çул çинче...

1 Мар, 2014

РФ ШĔМ управленийĕн республикăри çул çÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн патруль службин ĕçĕ-хĕлне тарăнрах çутатас шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Пресс-конференцире чылай информаци, цифра асăнаççĕ-ха, çапах та «çĕр хут илтиччен пĕрре курни пахарах» теççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи тĕл пулура Владимир Романов ертÿçĕ журналистсене патруль инспекторĕпе çÿреме сĕнни çак ĕçе пурнăçа кĕртмешкĕн хистерĕ. Юн кун ăшăрах тумланса /урамра ĕçлеме тивет-çке/ Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи 37-мĕш çурт умне çитсе тăтăм.

9.00. Çул-йĕр патруль службин уйрăм батальонĕн командирĕпе Эдуард Галкинпа, унтан взвод командирĕпе Николай Викторовпа тĕл пултăмăр. Игорь Смаев тата Александр Федоров инспекторсемпе çула тухмалла-мĕн манăн. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, çар хĕсмечĕ хыççăн çул çÿрев патшалăх инспекцине çул тытнă, лейтенант званине тивĕçнĕ. Игорь - 27-ре, 2011 çултанпа кунта ĕçлет, 29-ти Александр - 2008 çултанпа. Çамрăксем Шупашкарта çуралса ÿснĕ, çапах чăвашла лайăх ăнланаççĕ, калаçаççĕ те.

10.00. 234-мĕш экипаж маршрута тĕрĕслеме тытăнчĕ. «Çул çинче йăлтах йĕркеллĕ-и, паллăсем вырăнтах-и, ыттине те асăрхатпăр», - паллаштараççĕ хăйсен тивĕçĕпе инспекторсем.

Çула май каччăсен ĕç кунĕпе кăсăкланатăп.

- Ирхи 5 сехетре тăратăп, çăвăнатăп, физзарядка тăватăп, алă вăйĕпе 50 хутчен çĕкленетĕп. Тепĕр сехетрен ĕçе çитетĕп, кайран хĕç-пăшал кайса илмелле, çиччĕре инструктаж тухмалла, - каласа кăтартрĕ Александр Федоров.

Мускав районĕнчи тĕп урамсемпе иртрĕмĕр. Руль умĕнчи Игорь Смаев çул урлă каçма юраман вырăнтан утакан икĕ çынна сасă хытă кăларакан хатĕртен асăрхаттарма ĕлкĕрчĕ. Маршрутра пăхса çаврăннă май çитменлĕхсем курăнмарĕç. Унтан авари час-часах пулакан лаптăксене çитрĕмĕр. Çав вăхăтра юраман çĕртен çул урлă чупса каçакан хĕрарăма чарчĕç. «Мĕншĕн «зебра» çук çĕртен çÿретĕр? Ку - йĕркене пăсни, пĕррелĕхе асăрхаттаратпăр, тепрехинче штраф тÿлеме тивет», - ăнлантарчĕ Александр Федоров. Хĕрарăмăн ячĕ-шывне, хăçан çуралнине ыйтса пĕлнĕ хыççăн ÇÇХПИн регионти базипе /унта транспорт хуçисем пирки кăна мар, айăпа кĕнĕ çуран çÿрекенсен сведенийĕсем те упранаççĕ/ телефонпа çыхăнчĕç. Хĕрарăм ку сăлтавпа пĕрремĕш хутчен çакланни палăрчĕ.

10.30. Йĕркене асăрхамашкăн патруль машини меллĕ вырнаçса ларнăччĕ кăна, Щорс урамĕнчи 41 çурт тĕлĕнче инкек пулнине пĕлтерчĕç. Вунă минут иртиччен вырăна çитрĕмĕр те. ВАЗ-2102 тата Мазда ВТ-50 хире-хирĕç пынă май çула пайлайман. Шуçлака пула Мазда урапи йĕр çине анса кайнă. Пассажир çакăншăн çула пăхса тăракансене айăплать, вĕсем тивĕçлĕ тасатманнипе кăмăлсăр. Инспекторсем акт çырчĕç. Ку тĕслĕх административлă майпа йĕркене пăсни шутланмасть, çавăнпа никама та айăпламарĕç. Çак хушăра раци А.Миттов бульварĕнчи 10-мĕш çурт тĕлĕнчи инкек пирки хыпарларĕ.

11.00. Шар курни, çамрăк арçын, Киа сид автомобиле çул хĕрне лартса хăварса амăшĕ патне йăпăртлăха кăна кĕнĕ. Тухнă çĕре бампера лапчăтса та хунă. Айăпли - Део эсперо рулĕ умĕнче ларакан пике. Инкек сăлтавĕ - интервала пăхăнманни. Куншăн 1500 тенкĕ штраф хураççĕ. Вĕр çĕнĕ машинине сиенлетнĕ пулин те каччă хăйне лăпкă тытать, чиперккене сивĕ сăмах та каламасть. Юнашар иртсе пыракан арçын вара кăмăлне ирĕке ячĕ: «Вăт, хĕрарăмсем, çÿреме пĕлмеççĕ, намăса çухатнă» - тени хăлхана кĕрсе юлчĕ.

Део аккумуляторĕ сÿнсе ларнă. Инкекре пăрахса хăвармарĕç инспекторсем. Машинăна тапратмашкăн çынсене те чĕнчĕç, пĕрле çăмăллăнах вырăнтан хускатрĕç.

11.50. Короленко урамĕнче Лада гранда юпана пырса перĕннĕ, хыçалти фара çĕмĕрĕлнĕ. Страховка укçи илмешкĕн ÇÇХПИрен справка кирлĕ. Инспекторсем туххăмрах вĕçтерсе çитрĕç. Анчах хур тÿснĕ арçыннăн правилăна пăхăнманшăн хăйĕн те 1500 штраф тÿлемелле. «Ку хакпа машинăна хамах юсаттăм», - кăмăлсăрланать вăл.

Çур кун машинăра силленсе çÿресе ывăннă пек те туйăнать, ура та шăнчĕ... Каçчен мĕнле чăтас-ши? Инспекторсем умĕнче нăйкăшма аван мар, эпир, журналистсем, тÿсĕмлĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме хăнăхнă-çке. Ирпе апат анманран чей кăна сыпса тухнăччĕ те хырăм та выçма тытăнчĕ. Сумкăна батон виçĕ касăкĕпе кăлпасси чикнĕччĕ те çавна аса илсен çăвара пушшех шыв килчĕ.

Патруль машини çулпа пынă çĕртех сасартăк чарăнчĕ. Хĕрарăмпа арçын çул урлă юраман çĕртен каçаççĕ иккен, çавсене асăрхаттарчĕç. Водительсемпе профилактика ирттерме те манмаççĕ инспекторсем. Граждан урамĕнчи чиркÿ тĕлĕнче чарăнтăмăр. Смаев та, Федоров та шурă-хура йĕрлĕ патакне илсе çул хĕрне тухрĕç. Ремень çаклатман пĕр водителе асăрхарĕç, куншăн халĕ - 1000 тенкĕ штраф. Тепĕр машина чÿречине тонировка ытлашшипех тунă. Унăн хуçи тĕксĕм пленкăна пирĕн умрах хăйпăтрĕ. Транспортăн номерĕсем вараланнă та лайăх палăрмаççĕ. Куншăн та сăмах тиврĕ. Водитель щетка туртса кăларчĕ те тасатма пикенчĕ. Çакăн пек вак-тĕвек çитменлĕхе инспектор асăрхаттармасăрах пĕтермелле-ха та...

13.30. ЧР Суд приставĕсен тĕп управленийĕ умĕнче, юраман тĕлте, икĕ автомобиль лартса хăварнă. Йĕрке хуралçисем кĕçех унта вĕçтерчĕç. Чăнах та, ятарлă вырăнта тăп-тулли транспорт, анчах ку йĕркене пăсмаллине пĕлтермест. Куншăн административлă майпа явап тыттараççĕ, 1500 тенкĕ штраф хураççĕ. Лада приора хуçине пĕлтĕр икĕ хутчен, пурĕ 2500 тенкĕлĕх, штрафланă, ÇÇХПИ базинче вăл ăна татман пек курăнать. Каччă квитанци кăтартса тÿленине ĕнентерчĕ. Порш водителĕ те пĕлтĕрхи парăмĕнчен хăтăлайман. Айăплисем нихăшĕ те инспекторсемпе тавлашмарĕç, пуçĕсене пĕксем «хурçă тусĕ» патнелле уттарчĕç.

14.00. Королев урамĕнчи 1-мĕш çуртри çĕр айĕнчи гаражра ВАЗ-2108 автомобиль ыттисене иртсе çÿреме чăрмантарнине пĕлтерчĕç. Тĕттĕм гаражри машинăн чÿречи ванчăк. Оперушкăн чĕнме йышăнчĕç: тен, вăрланăскер ку транспорт? Оперсем килессе кĕтме тиврĕ.

«Вĕçĕ-хĕррисĕр йыхрава пула хăш-пĕр чух апат çиме те каяймастпăр, ку пирĕншĕн - хăнăхнă пулăм», - палăртаççĕ ПАИ сотрудникĕсем. Сумкăри бутерброд пирки аса илтĕм, инспектор та çынах-çке, пĕрле ларса çирĕмĕр.

Хырăм выççине улталанă май инспекторсем путишле ĕçе аса илчĕç.

- Айăплă пĕр çынна хăвалаттăмăр. Хайхискер Атăла кĕрсе кайрĕ те ишме тапратрĕ. Çыран хĕрринче çур сехет кĕтсе лартăмăр. Арçын та ише-ише урăлчĕ... Пĕр пике пурнăçран уйрăлма шухăшланă-ши? Шупашкарти Мускав кĕперĕнчен сикнĕ. Хĕл ларас умĕн пулса иртнĕччĕ ку ĕç-пуç. Хĕре туртса кăларчĕç кăна, лешĕ каллех шыва кĕме хăтланать, çăлавçа та хăйпе пĕрле сĕтĕрет... - каласа кăтартрĕ Адександр Федоров. Оперсем çитрĕç.

15.30. Тинех кафене кĕрсе апатлантăмăр. Дежурнăй чаçе пĕлтермесĕр патруль машинин маршрутран пĕр метр та пăрăнма юрамасть. ГЛОНАСС тытăмĕпе тивĕçтернĕскерĕн кашни утăмĕ йĕрленет, инспектор мĕнле ĕçленине видеокамера ÿкерет.

16.00. 234-мĕш экипаж хăйĕн маршрутне тепĕр хут тĕрĕслеме тухрĕ. Энтузиастсен тата Граждан урамĕсенчи хĕресленĕвĕнчен инçех мар машинăна чарнă хушăра пĕр арçын пирĕн умрах çул урлă юраман вырăнта каçса кайрĕ. «Зебра» 10-20 метрта кăна-çке, светофор та пур. Сĕмсĕре унччен те штрафлани палăрчĕ. Хальхинче протокол çырчĕç, ĕнтĕ арçыннăн 500 тенкĕ тÿлеме тивет.

Йĕркене пăсакан тепĕр çынна çул пăрăнăшĕнче чарчĕç: хĕрлĕ çутă çуннă чухнех çул урлă каçать ку! Инспекторсем ăна чарма тăчĕç, анчах лешĕ тарма, аллисемпе хăлаçланма пикенчĕ. «Манăн пĕлĕш пур, шăнкăравлама парăр!» - хута кĕрекен килсе хăтарассăн туйăнчĕ-ши ăна? Кăнттам калаçаканскерĕн аллине сăнчăрлас патнех çитрĕç. Çак самантра полици машини çитсе тăчĕ. Арçын тинех лăпланчĕ. ПАИ сотрудникĕсене хирĕç тăнăшăн полицин 5-мĕш уйрăмне илсе кайрĕç.

- Çуран çÿрекен хăйĕн пирки пĕлтермесен ăна полици уйрăмне илсе кайма ирĕк пур пирĕн. Пĕррехинче çул çинчи йĕркене пăснă пĕр арçын хăйĕн хушаматне, ятне калама çине тăрсах хирĕçлерĕ. Ун пеккисем иккĕленÿ çуратаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пурăнакан çыннăн мĕнрен хăрамалла? Федераци шыравĕнче тăнă иккен çав арçын, - уçăмлатрĕ Александр Федоров лейтенант.

17.45. Çĕнĕ йыхрава кайиччен татах çуран çÿрекенпе калаçу пуçарма тиврĕ - вăл та юраман тĕлтен çул урлă таплаттаратчĕ.

Куйбышев урамĕнчи уйрăм çурт тĕлне çитрĕмĕр. Арăмĕ хăйĕн машинипе упăшкине пырса çапнă. Арçын хăйне лăпкă тытать, тепри пулсан ниçта кайса кĕрейми тулхăрĕччĕ. «Кун пеккине хамăр та пĕрремĕш хут куратпăр», - документ çырнă май палăртаççĕ инспекторсем.

18.30. Б.Хмельницкий урамĕнче ÿсĕр арçын çул çинче выртнине пĕлтерчĕç. Малтанах «васкавлă пулăшу» чĕнме палăртнăччĕ, ватă çын хăйне йĕркеллех туять. Çапах та ăна урамра пăрахса хăварма юрамасть. Эрех ĕçнипе инкеке лекнĕ тĕслĕх сахал-и? Инспекторсем усал сăмахпа перкелешекен, тем те пĕр сÿпĕлтетекен мучин кăмăлне пĕрех тупрĕç, шахвăртсах хăйсен ĕçне пурнăçларĕç - полицин 1-мĕш уйрăмне илсе çитерчĕç. «Алла сăнчăрламасан машинăран та тухмастăп!» - кăшкăрашрĕ ÿсĕрскер. Инспекторсен çаврăнăçулăхĕ темĕнле лару-тăруран тухма та пулăшать çав. Общество вырăнĕнче /урамра/ ÿсĕр çÿренĕшĕн 1949 çулта çуралнă арçын тĕлĕшĕпе административлă протокол çырчĕç. Мĕн чухлĕ штраф хурассине ятарлă комисси татса парĕ.

19.30. Кун каçипе те «ĕç йывăр, ывăнтăм» тенине инспекторсенчен илтмерĕм, хам вара йытă пекех хăшкăлтăм. «ПАИ сотрудникĕ пирки унччен мĕн шухăшланипе паян курни пĕр килчĕ-и?» - кăскланчĕç йĕрке хуралçисем.

Шухăш, чăн та, пачах улшăнчĕ: пуçтахсем ĕçлеççĕ унта тенĕччĕ. Куратăп та йĕркеллĕ, тĕрĕс воспитани илнĕ çынсемех тăрăшаççĕ иккен.

Киле кайма тапрантăм. Инспекторсен вара ĕçĕ вĕçленмен-ха. Смена каçхи сакăр сехетре улшăнать, кайран хĕç-пăшал леçеççĕ вĕсем. Тепĕр кун каллех ир-ирех тăрса çул-йĕрти йĕркелĕхшĕн, çын пурнăçĕшĕн кĕрешме патруле тухаççĕ.

 

Çул-йĕр хăрушсăрлăхне инспекторсемпе пĕрле

Алина ИЗМАН асăрханă.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.