Халăх ырланине палăртрĕç

22 Сен, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланнă ятпа Михаил Игнатьев ячĕпе саламсем килеççĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăннă ятпа саламланă. «Хисеплĕ Михаил Васильевич! Сире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăннă ятпа саламлатăп. Сирĕн умра - региона, унăн экономикипе социаллă сферине пур енлĕн аталантарассипе çыхăннă пысăк та яваплă ĕç. Тата, паллах, Сирĕн çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассипе, граждансене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене ăнăçлă татса парассипе çыхăннă ыйтусемпе тимлĕ пулмалла. Ăнăçу тата пĕтĕм ыррине сунатăп», - тенĕ Владимир Путин телеграмминче.

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» парти председателĕ Дмитрий Медведев саламлă телеграмма янă: «Иккĕленместĕп, управленипе çыхăннă пысăк опыт, Чăваш Республикин çивĕч ыйтăвĕсене пĕлни Сире республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшĕç. «Единая Россия» парти ячĕпе Сире çитĕнÿсем, сывлăх тата пĕтĕм ыррине сунатăп».

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко саламласа çапла палăртнă: «Сирĕн опыт, тĕллевшĕн çине тăни, республикăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕлни, конструктивлă тата тĕплĕ йышăнусем тума пултарни регионăн экономика хăватне çирĕплетме, аталантарма, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатма пулăшасси пирки иккĕленместĕп».

Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров хăйĕн çырăвĕнче çапла каланă: «Сасăлав кăтартăвĕсем суйлавçăсем Эсир регион умĕнчи пысăк ыйтусене татса памалли ăнăçлă йышăнусем тăвас ĕçе пысăк тÿпе хывнине кăтартаççĕ. Ĕненетĕп: граждансем ырлани Сире республика вăй-хăвачĕпе унăн инвестици илĕртÿлĕхне çĕклес, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тата та тăрăшарах ĕçлеме хушма хăват парĕ. Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Ен администрацийĕпе унăн çĕршывсен хушшинчи тата тулаш экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетес енĕпе алла-аллăн ĕçленине пысăка хурса хаклаççĕ. Çĕршывăн тулашри политикин пĕрлехи çул-йĕрĕ çинче ĕçтешлĕхе малалла тăсма хатĕр».

Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу çырнă йĕркесем: «Çар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнине кура çар электорачĕ Сирĕн, «Единая Россия» парти представителĕ, майлă пулчĕ. Региона аталантарас енĕпе малашне те ăнăçусем сунатăп».

РФ Президенчĕн пулăшуçи Владислав Сурков хăйĕн саламĕнче çапла палăртнă: «Иккĕленместĕп, Сирĕн профессионализм, ертÿçĕ тата хуçалăх ĕçĕнчи пуян опыт, ĕçлессипе тата çынлăхпа çыхăннă пысăк пахалăхăр яваплă постра туллин кирлĕ пулĕç, Сире çивĕч ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшĕç».

Раççей Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçин заместителĕ Магомедсалам Магомедов та Михаил Игнатьева саламланă. «Суйлав кампанийĕн кăтартăвĕсем граждансем Сирĕн республикăн аслă должноçĕнчи ĕçĕре ырласа хакланине çирĕплетрĕç. Сирĕн профессипе çыхăннă опыт тата ертÿçĕ таланчĕ умри тĕллевсене ăнăçлă татса пама, республикăна аталантарас, унăн тата Раççейĕн нумай нациллĕ пĕтĕм халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшасса шанатăп», - тенĕ телеграммăра.

Михаил Игнатьев ячĕпе çавăн пекех Федераци Канашĕн Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев салам янă: «Сире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа чунтан саламлатăп. Чăваш Енĕн аслă постне йышăнма çĕнĕрен суйлани - суйлавçăсем палăртнă çула малалла тăсма панă мандат, пĕтĕм халăх Чăваш Ен обществине аталантарассипе çыхăннă мĕнпур пуçарура республика ертÿçисем тата сирĕн майлă пулнине çирĕплетни.

Эпĕ хамăн политикăн професси карьерин чи лайăх çулĕсене Чăваш Ене халалланăшăн савăнатăп, республика чăннипе маншăн иккĕмĕш пĕчĕк Тăван çĕршыв пулса тăчĕ.

Эсир яланах пулăшса пынипе тата çак çулсенче Сирĕнпе ĕçлĕ тата туслă хутшăнусенче пулнă май пĕр-пĕрне туллин ăнланнине туйнипе республикăшăн нумай тума пултарнипе мăнаçланатăп. Паллах, Эсир тата илĕртÿллĕ Чăваш Ен мана, манăн çынлăх професси пахалăхĕсене, эпĕ малашне те пĕрле ĕçлеме хатĕррине шанма пултаратăр.

Сире ансат мар, анчах Чăваш Республикин тата пĕтĕм çĕршыв ырлăхĕшĕн пурнăçлакан, суйлавçăсем тивĕçлипе пысăка хурса хаклакан ĕçĕрте çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, малашлăха шанма сунатăп».

Михаил Игнатьева Федераци Канашĕн Оборона тата хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Виктор Озеров, Федерацин ĕçлев тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи Всеволод Вуколов, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Наталья Хорова саламланă.

Патшалăх Думин депутачĕ Руслан Тихонов çапла çырнă: «Эсир унчченхи пекех тăван ен ырлăхĕшĕн чыслăн ĕçлессе, унăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывасса шанатăп. Сирĕн вăй-хăват, профессионализм тата йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ яваплă çак ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшĕç».

Республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа Михаил Игнатьева Ростов облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Василий Голубев, Киров облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Никита Белых, Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Меркушкин, Саратов облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Радаев, ВТБ банк президенчĕ - правлени председателĕ Андрей Костин саламланă.

Тутарстан Республикин президенчĕ Рустам Минниханов телеграмминчи йĕркесем: «Халăх ырлани - социаллă пурнăçпа экономикăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас, республикăна аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕклекен малашлăхлă пуçарусемпе проектсене пурнăçлас ĕçе малалла тăсма хавхалантаракан хăватлă ресурс. Ĕçĕр ăнса пытăр, çак çулсенче пухнă опытпа ят-сум Сире ĕçре тата пурнăçра палăртнă тĕллевсем патне ăнтăлма пулăшса пыччăр. Тутарстанпа Чăваш Ен пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси вăй илсе, çĕнелсе пырасса, пирĕн республикăсен тата пĕтĕм Раççей Федерацийĕн экономика хăватне çирĕплетме пулăшасса шанатăп».

Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн - Правительство председателĕн Сергей Морозовăн саламĕнче çапла çырнă: «Çак должноçа суйлани Сирĕн ĕç тухăçлăхĕпе ăнăçлăхне, профессионализмăрпа опытăра çирĕплетрĕ... Эсир ертсе пынипе Чăваш Республики аталаннă промышленноçпа ялхуçалăхĕллĕ, инноваципе инвестици енĕпе хăватлă, Атăл тăрăхĕнчи чи илемлĕ, интереслĕ тата илĕртÿллĕ регионсенчен пĕри пулса тăчĕ».

Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Иван Белозерцев çапла палăртнă: «Эсир тĕллеве пурнăçлама ăнтăлни, Сирĕн профессионализм, çирĕп кăмăл, йĕркелÿçĕ таланчĕ влаç органĕсен, бизнесăн тата граждан обществин вăй-хăватне пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсене çул парас тĕллевпе пĕр чăмăра пухма, республикăна вăйлă аталанма тата Раççей Федерацийĕн субћекчĕсен хушшинче малтисен шутĕнче пулма пулăшĕç».

Суйлавра шанчăклă çĕнтернĕ ятпа Чăваш Ен Пуçлăхне Крым Республикин пуçлăхĕ - Министрсен Канашĕн Председателĕ Сергей Аксенов саламланă: «Эсир шанчăклăн мала тухни регионта пурăнакансем сире шаннине уççăн ĕнентерет... Эсир йышăнакан мерăсем Сире шанса панă регионти социаллă тăнăçлăха çирĕплетеççĕ. Эсир обществăна кăмăл-сипет енĕпе лайăхлатас, унăн чи лайăх йăлисене упраса хăварас ĕçе питĕ пысăк тÿпе хывнине палăртас килет».

Хăйĕн саламлă телеграмминче Раççей Патшалăх Думин председателĕ Сергей Нарышкин çапла палăртнă: «Профессири опыт, вăй-хăват, ертÿçĕ таланчĕ тата йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ Сире пысăк та яваплă çак постра çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшасса шанатăп».

Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федераци Канашĕн председателĕн заместителĕ Ильяс Умаханов та салам янă: «Пĕтĕм чун-чĕререн Сире çирĕп сывлăх, вăй-хăват сунатăп, тусăрсем, ĕçтешĕрсем пулăшса пыччăр, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн тăвакан ĕçре малашне те çитĕнÿсем пулччăр».

Чăваш Ен ертÿçине çавăн пекех Беларуç Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Игорь Петришенко, Турци Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Умит Ярдым саламланă.

Раççей МЧСĕн Владимир Пучковран саламлă телеграмма килнĕ: «Раççей МЧСĕн пысăк команди Сире регион Пуçлăхĕн аслă должноçне суйланнă ятпа ăшшăн саламлать. Суйлаври тивĕçлĕ çĕнтерÿ халăх ырланине тата шаннине, çынсем Сирĕн професси тата çын пахалăхĕсене, регион аталанăвĕшĕн тата унăн гражданĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлеме пултаракан лайăх тата опытлă ертÿçĕ ят-сумне хакланине çирĕплетет».

Чăваш Ен Пуçлăхĕн постне суйланнă ятпа Михаил Игнатьева Федераци Канашĕн комитечĕсен ертÿçисем Геннадий Горбунов тата Дмитрий Азаров, Патшалăх Думин комитечĕсен ертÿçисем Николай Панков тата Ирина Яровая, Анатолий Аксаковпа Евгений Федоров депутатсем саламланă.

Мускав мэрĕ Сергей Собянин хăйĕн саламлă телеграмминче çапла палăртнă: «Суйлавçăсен шанăçĕ Сирĕн ят-сум пысăккине, регион ертÿçинче ĕçленĕ çулсенчи курăмлă кăтартусене çирĕплетет. Сире, хисеплĕ Михаил Васильевич, çирĕп сывлăх, ырлăх, пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп». Раççейĕн ытти регионĕн ертÿçисем те саламлă телеграммăсем янă.

РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов та телеграмма янă: «Регион Пуçлăхĕн должноçне суйланнă ятпа чĕререн саламлатăп. Ку - тÿрĕ кăмăлпа тивĕçнĕ çĕнтерÿ, мĕншĕн тесен Эсир - прогрессивлă, пултаруллă, çынсен шăпине, Тăван çĕршыв ырлăхĕн ыйтăвĕсене çывăха илекен ертÿçĕ. Патшалăхăн пысăк çак постĕнче ĕçлеме иксĕлми вăй-хал, пысăк компетентлăх, малашлăха курса тăни кирлĕ. Сирĕн çак пахалăхсем пур, эппин, умри тĕллевсене пурнăçлас енĕпе чăрмавсем тухса тăмĕç. Пулăшуçăсен çирĕп команди тата ĕçсен уçăмлă планĕ Сире яваплă ĕçре пулăшса пыччăр».

Суйлаври çĕнтерÿ ячĕпе вăрçă тата ĕç ветеранĕсен ячĕпе Михаил Игнатьева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, КПСС Чăваш обкомĕн 1974-1988 çулсенчи пĕрремĕш секретарĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Илья Прокопьев саламланă: «Пирĕн суйлавçăсем Сирĕн ĕçри опытăра, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăнине, йĕркелÿçĕ пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç. Вăрçă тата ĕç ветеранĕсем Сире, хаклă Михаил Васильевич, тăван республикăна аталантарас ĕçре малашне те çитĕнÿсем тума, Сире тата Сирĕн çывăх çыннăрсене ырă, телей сунаççĕ».

Раççейĕн тĕп раввинĕ Берл Лазар çапла саламланă: «Суйлавçăсен пысăк йышĕ Сирĕншĕн сасăлани халăх Сирĕн политик, хуçалăх тата экономист опытне хакланине, хăйсен пурнăçĕ лайăхланассине, тухса тăракан мĕнпур ыйтăва оперативлă татса парассине Сирĕнпе çыхăнтарнине ĕнентерет. Хамăрăн общинăна илес-тĕк, эпир, паллах, Сире тĕнсемпе çыхăннă çураçушăн, ксенофоби палăрăмĕсене тÿсме пултарайманшăн, еврейсен Чăваш Енри тĕн, культура тата община пурнăçĕн чĕрĕлĕвĕн ыйтăвĕсене татса пама яланах хатĕр пулнăшăн тав тăватпăр. Иккĕленместĕп, еврейсен общини Сирĕн пулăшусăр çивĕч ыйтусене çапла хăвăрт татса параймастчĕ. Пирĕн ĕçтешлĕх малашне те анлăланса пырасса шанатăп, Турăран Сире региона ертсе пырас ĕçре ăнăçу кÿме ыйтатăп, çавăн пекех çирĕп сывлăх, телей сунатăп».

Регионсен ертÿçисенчен татах та татах саламсем килеççĕ. Ингушети Республикин пуçлăхĕ Юнус-Бек Евкуров хăйĕн саламĕнче çапла палăртнă: «Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлани республикăра пурăнакансен умĕнче Эсир пысăк ят-сум çĕнсе илнине, вĕсем эсир социаллă пурнăçпа экономика енĕпе тытса пыракан çул-йĕре ырланине çирĕплетет».

Азербайджанăн Раççейри посолĕ Гудси Османов çапла çырнă: «Сире хисепленине палăртса ЧР Пуçлăхĕн должноçне суйланнă ятпа саламлатăп. Сирĕн экономикăна, социаллă сферăна аталантарассипе, çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă ĕçĕр Чăваш Ен аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пулса тăчĕ. Сирĕн профессионализм тата пурнăçри пысăк опыт Чăваш Енпе Азербайджан хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшасси пирки иккĕленместĕп».

Ярославль облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Ястребов çапла палăртнă: «Суйлаври çĕнтерÿ Сирĕн опыта, ĕç пахалăхĕсене, ят-сума уççăн кăтартать, регионта пурăнакансем Сире шаннине çирĕплетет. Эсир территоришĕн тата унта пурăнакансен ырлăхĕшĕн яваплăха хăвăр çине илме хатĕрри хисепе тивĕç».

Брянск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Богомаз хăйĕн телеграмминче «умри тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕлсе тăвакан виçеллĕ тата конструктивлă утăмсем регион Пуçлăхĕн ĕçне ăнăçлă пурнăçлама пулăшасси» çинчен каланă.

Михаил Игнатьева ырă сунса çавăн пекех Росреестр ертÿçи Игорь Васильев, Федерацин вĕрентÿ тата наука сферинчи надзор службин ертÿçи Сергей Кравцов, Росприроднадзор ертÿçи Артем Сидоров, РФ Президенчĕн Ĕçсен управляющийĕн пĕрремĕш заместителĕ, арми генералĕ Николай Аброськин, Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Карлин, Мари Эл Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонид Маркелов, Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев, Удмурти Республикин пуçлăхĕ Александр Соловьев, Тамбов облаçĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Никитин, Стратеги пуçарăвĕсен агентствин гендиректорĕ Андрей Никитин, «Роснефть» НК АУО правленийĕн председателĕ Игорь Сечин тата ыттисем саламсем янă.

Михаил Игнатьева çавăн пекех сумлă постсенчи ытти çын, общество организацийĕсен представителĕсем, федераци шайĕнчи компанисен тата массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем, ахаль граждансем саламланă.

К.АНДРЕЕВ