Çамрăк ÿнерçĕсене конкурса йыхравлаççĕ

22 Сен, 2015

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравне республикăра пурăнакан çамрăксем ырласа йышăнма пултарччăр, унăн кăтартăвĕсен пĕлтерĕшĕ тĕлĕшпе общественноçа тимлĕрех пулма ыйтас, çĕр çыннин ĕçĕ-хĕлĕпе ялти пурнăçа тивĕçлипе хаклассине ÿстерес тесе Чăвашстат тата ЧР Ялхуçалăх министерстви «Хыпар» издательство çурчĕ» АУпа пĕрле ачасен ÿкерчĕкĕсен «Савнă ялăм, тăван ял» конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравне республикăн çамрăк гражданĕсем еплерех йышăннине тата хальхи ял пурнăçне мĕнлерех хакланине вĕсен «Пирĕн пата çыравçă çитрĕ», «Тăван ялăма юрататăп», «Эпĕ ÿстернĕ пахчаçимĕç» темăсене халалланă ÿкерчĕксенче сăнламалла.

Конкурс 2015 çулхи сентябрĕн 20 - 2016 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕсенче иртет.

Унта республикăри 18 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса 2016 çулхи октябрь уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене çитес çулхи ноябрь уйăхĕнче дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслаççĕ.

Материалсене «Ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ» тесе палăртса 2016 çулхи сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Хусанкай урамĕ, 16, Чăвашстат.

Унта хутшăнассипе çыхăннă условисемпе Чăвашстат сайтĕнче - chuvash.gks.- тĕплĕнрех паллаштарнă.

В.ИЛЬИНА

Рубрика: