Ипотека «чуптарать»

22 Сен, 2015

Хальхи вăхăтра кашни виççĕмĕш çамрăка çурт-йĕр ыйтăвĕ кăсăклантарать. Тин çеç ура çине тăраççĕ пулин те вĕсенчен чылайăшĕ хваттер туянмашкăн банкра кредит илме васкать. Анчах ăна уйăхсерен тÿлесе тăрасси ай-ай пит çăмăл мар. Кризис тапхăрĕнче пушшех те. Пурăнмалли кĕтес çуккишĕн паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн кăна мар, вĕсен çывăх çыннисен те ыйхă килмест. Мускав çыннине Александр Капера вара ипотека «чуптарать».

Кризиса хирĕçлесе вăл кăçал «Непотека. Потею за ипотеку» чĕнÿпе марафон чупса тухнă. Çурран тата пĕччен! Уйăх хушшинче 1500 километрлă дистанцие парăнтарнăскер Самарта старта тухса Тольяттие, Ульяновска, Хусана, Йошкар-Олана, Чулхулана, Дзержинска, Владимира, Ногинска - 30 кунра пурĕ 16 хулана - çитсе курнă. Чăваш Ене те килсе кайрĕ ультрамарафонец.

Икĕ аслă пĕлÿллĕ программист ипотека кредичĕ илсе «асапланнă» пуль тенĕчччĕ те - çук иккен. Анчах мĕн хистенĕ-ха ăна çапла тума? Малалла вулас...

Рубрика: