Хирĕçлев акцийĕ иртĕ

18 Сен, 2015

Ангела Меркель ялхуçалăхне пĕтерет тесе шухăшлаççĕ нимĕç фермерĕсем.

Берлинра апат-çимĕçпе ялхуçалăх министерстви çумĕнче малтан палăртман хирĕçлев акцийĕ иртнĕ. Çĕршыври аграри политикипе кăмăлсăр хресченсем яваплă ведомство умне плакатсемпе тухнă. Вĕсенчен пĕринче, министерствăна кĕмелли алăк çывăхне вырнаçтарнинче, Меркельпе Шмидт Европăри хресченсене пĕтереççĕ тесе çырнă. Акцие хутшăнакансем ăнлантарнă тăрăх - ФРГ канцлерĕнчен Ангела Меркельпе ялхуçалăх министрĕнчен Кристиан Шмидтран вĕсем рынокри хаксене йÿнетме тата тирпейлекен пысăк предприятисене кăна пулăшма пăрахмашкăн ыйтаççĕ.