Вĕренÿ институтĕнче - «Ĕненÿ карапĕ» курав

16 Сен, 2015

Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул тата Шупашкарти Введени чиркĕвне никĕсленĕренпе 460 çул çитнине халалланă «Ĕненÿ карапĕ» курав малтанах Чăваш Республикин Правительство çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче июлĕн 30-мĕшĕнче уçăлнăччĕ. Халĕ çак хăйнеевĕрлĕ выставкăпа Чăваш Республикин Вĕренÿ институтне çитсе паллашма пулать.

Ĕненÿ тивлечĕ халăх аталанăвĕнче еплерех пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетекен курава йĕркелекенĕ - Раççейри Чăн тĕншĕн асап курнă, Турăшăн асапланса вилнĕ святойсен ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркÿ. Унăн настоятелĕ Гурий Данилов архимандрит выставкăна уçнă май Апостолпа тан Владимир аслă кнеç кунçулĕпе паллаштарчĕ. Çав тери чарусăр та пуçтах пулнă Владимир кнеç Христос тĕнне йышăннă хыççăн хăйне тĕпрен лайăх енне улăштарма пултарнă. Çакăнта мар-и Туррăн чăн хăвачĕ? Ахальтен мар ĕнтĕ вырăс халăхĕ ăна юратса Сар Хĕвел /Красное Солнышко/ тесе чĕннĕ.

Халиччен пулман курава тивĕçлĕ шайра йĕркелеме чиркÿ çыннисене Наци музейĕн ĕçченĕсем пулăшнă, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ тата Чăваш Республикин истори архивĕ вăхăтлăха та пулин паха экспонатсемпе тивĕçтернĕ.

«Ĕненÿ карапĕ» куравăн тепĕр хăйнеевĕрлĕхне палăртса хăварасах килет: кунти турăшсем умне Вĕренÿ институтĕнче чĕрĕ чечексем лартсах тăраççĕ. Кăмăл пур пулсан, Турă Амăшĕпе Çăлакан сăнĕсем умĕнче кĕлтума та май пур, авалхи турăшсем уйрăмах хăватлă теççĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: