Хурах, тапăнаççĕ!

14 Сен, 2015

Телефонпа улталакансем пĕр чарăнми тапăнаççĕ. Республикăра пурăнакансене пĕрин хыççăн теприне улталаççĕ.

Сентябрĕн 10-мĕшĕнче çĕрле Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм хваттерĕнче телефон янăраса кайнă. Палламан çын усал хыпар пĕлтернĕ: «Сирĕн ывăлăр çул çинче авари тунă, халь вăл полицире...» Ăна ирĕке кăлармашкăн укçа тÿлемелле имĕш.

54 çулти хĕрарăм ултавçа ĕненнĕ, вăл каланă телефон номерĕ çине 6 пин тенкĕ куçарса панă. Хăй улталаннине кайран кăна тавçăра илнĕ.

Ку тĕслĕхпе те тивĕçлĕ оперативлă шырав ĕçне пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех полици паян Улатăр хĕрарăмне шăнман пăр çине лартса хăварма тăнă çынсене те шырать. Чăн та, çав тĕслĕхре хĕрарăм вĕсене ĕненмен, çийĕнчех полицирен пулăшу ыйтнă.

Шалти ĕçсен министерстви граждансене пĕлмен çынсене шанма юраманни пирки асăрхаттарать, вĕсем шăнкăравласа каланă информацие тĕрĕслеме ан ÿркенĕр. Иккĕленÿ çуралсан çийĕнчех полиципе çыхăнăр.

Н.ДМИТРИЕВ

Рубрика: