УК - УК директорĕ валли

14 Сен, 2015

Управляющи компани ертÿçин халь Уголовлă кодекспа тĕплĕ паллашмашкăн вăхăт пулатех. Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ «Коммунальщик» ООО управляющи компанин 41 çулти директорне Евгений Золотова Уголовлă кодексăн пилĕк статйипе харăсах айăпласа приговор палăртнă.

Кредит сферинчи ултавшăн, ултавшăн, автор прависене пăснăшăн, ют укçана хапсăнса тăкакласа пĕтернĕшĕн, полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн... Уголовлă ĕçе Ленин районĕн прокуратури ирттернĕ тĕрĕслев материалĕсем тăрăх пуçарнă.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - «Коммунальщик» ООО директорĕ тата пĕртен-пĕр учредителĕ Золотов компани укçипе йывăр груз турттаракан икĕ автомобиль туяннă. Вĕсене груз турттарассипе çыхăннă предприниматель ĕçне пурнăçлама хăйне - уйрăм предпринимателе - арендăна панă. Çав вăхăтрах грузовиксене пăхса-тытса тăмалли расхутсен пĕр пайĕ вăл ертсе пыракан управляющи компани çинчех юлнă. Питĕ меллĕ вĕт: тăкакĕ - сирĕн, тупăшĕ - манăн...

Унсăр пуçне вăл «Коммунальщик» ячĕпе кредитсем илнĕ, анчах вĕсене вăхăтра та туллин тÿлесе пыман. Кивçенпе Золотов шăпах асăннă транспорт хатĕрĕсене туянма усă курнă.

Следстви управляющи компани хăйĕн ĕçĕнче лицензилемен программа продукчĕсеме усă курнине те çирĕплетнĕ. Çавна май çав компьютер программисен хуçине 117 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Золотовăн çакнашкал ĕç-хĕлне пула «Коммунальщик» ООО панкрутлăх патне çитнĕ. УКн ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕ 4,5 млн тенкĕрен те иртнĕ.

Суд яваплăха туйман директора 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă. Çийĕнчен - 270 пин тенкĕлĕх штраф. Унăн 2 çул коммерци организацийĕсенче ертÿçĕ должноçĕсене йышăнма юрамасть.

К.НИКОЛАЕВ

Рубрика: 
Автор: