Стихван ШАВЛИ

7 Сен, 2015

Степан Антонович Шумков /Стихван Шавли/ 1910 çулхи сентябрь уйăхĕн 2/15/-мĕшĕнче хальхи Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Чулçырмара чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкулпа хресчен çамрăкĕсен шкулне çÿренĕ. Унтан Самарти рабфакра, 1937 çулччен Куйбышеври педагогика институтĕнче вĕреннĕ, 1939 çулта Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, çав çулах Шупашкара куçнă. «Сунтал» журнал редакцийĕнче, Чăваш АССРĕн писательсен союзĕн правленийĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещани комитетне ертсе пынă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче поэт «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче литературăпа искусство пайĕн заведующийĕ пулнă.

С.Шавлин çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Малтанхи аслати» /сăвăсем. 1941/, «Çиçĕм çиçет» /поэма, 1941/, «Йыхрав» /сăвăсем, 1942/, «Поэт сасси» /сăвăсем, 1943/, «Киев пионерĕ» /поэма, 1944/, «Маттур Якур» /поэма, 1947/, «Сăвăсемпе поэмăсем» /1947/, «Сăвăсемпе поэмăсем» /1951/, «Пÿрнепе тĕллесе» /сатирăллă сăвăсем, 1958/, «Эс ялкăштарнă çулăм» /сăвăсем, 1958/, «Аслати кĕрлесен» /поэма, 1960/, «Ешĕл палăк» /сăвăсемпе поэмăсем, 1961/ т.ыт.те.

Сăвăç 1976 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

 
МАЛТАНХИ ТРАКТОРИСТКА
 
Патреккелĕнче пурăнакан ватă
колхозницăна Елизавета Никитична
Ястребовăна сума суса
Кăкăрĕ çумне тытса вăл касрĕ çăкăр,
Сăнарăм эпĕ унăн аллине:
Вĕсем çавра хура çăкăр пек хăмăр,
Вĕсем пĕлеççĕ пурăнăç хакне.
 
Ялта ăна Лисук акка тесе чĕнеççĕ,
Çапла хисеплесе чĕнет çур ял.
Кун-çул курьерски пуйăс пек иртет-çке,
Сайралнă йăмăк текенсем. Сахал.
 
Хăйсен çулне мухтавлă утса тухрĕç,
Нумайăш килеймерĕç вăрçăран,
Нумайăшĕ хула енне çул тытрĕç,
Тепри таврăнаймарĕ аякран...
 
Ывăлĕсем ашшĕсене манмаççĕ,
Ачисенче тапать вĕсен чĕри,
Мана вĕсем юман пек курăнаççĕ,
Лисук акка - ват хурăнтан пĕри.
 
Çинçе шур хурăн трактор çине ларнă,
Сăмахĕ витнĕ, авнă хурăна -
Эртел хирне хĕрарăм сухаланă,
Кая хăварнă тепĕр арçынна.
 
Çак хытнă алăсем пĕçернĕ çăкăр,
Ача ÿстернĕ, çапнă кирпĕчне -
Вĕсем, тен, çавăнпа пуль хĕрлĕ пăхăр,
Çу каçиччен пĕлмен каçне-ирне.
 
Çак хытнă алăсем вăрман турттарнă,
Çум курăк çăлнă анасем çинчен,
Çĕн фермăсем тума шур чул кăларнă.
Çиме хура çăкри те хăш чух çитеймен.
 
Çак алăсем çĕр чавнăран пуль хытнă,
Çемçелнĕ пуль кĕпе тĕрленĕ чух.
Тĕнче - вĕсем çинче, вĕсем чăн ылтăн,
Ĕç аллинчен вăйли тек ним те çук.
 
Халь ĕнтĕ ватăлнă çинçе шур хурăн,
Канмашкăн тивĕç хытнă алăсем.
Ват хурăнăн комбайнер ывăл пур ун,
Пур пĕчĕк юмансем, шур хурăнсем.
 
Мăнукĕсем пуçтарăнса лараççĕ
Асламăшĕ-кукамăшĕ тавра,
Иртни çинчен юмах яма хушаççĕ,
Асламăшĕ сăмах пуçлать вара...
х х х
Ман чиеçĕм ларчĕ чечеке,
Капăрлатрĕ кантăкăм умне.
Сывлăш сыпнă çаврака черкке
Илĕртрĕ ĕçчен вĕлле хуртне.
 
Çитрĕ маншăн, тулчĕ кĕреке,
Çĕрĕм-шывăм тухрĕ куç умне.
Кăмăла эп ятăм ирĕке,
Илтĕм шурă хутăн листине.
 
ХАЛĂХ АРТИСЧĔ
Колоннăллă театр умĕнче
Чăваш театрĕн ашшĕ, ват артист
Максимов-Кошкинский, Екким пичче,
Колонна пек тăрать.
 
Туйи çине хуллен тĕреннĕ те
Вăл путнă тарăн шухăша.
Иртнисене аса илет, куран.
Кăштах курпунĕ тухнă, вăхăт авнă.
 
Шур çил турать ун шур çÿçне.
Шеллевсĕр вăхăт. Вăхăт каçарусăр.
Тирпейсĕр тыткалать вăл шур сăрне,
Тивĕçлипе - пророк сăнне парать.
 
...Çур ĕмĕр иртсе кайнă шавласа,
Ун чух çап-çамрăк пулнă Кушкă çынĕ.
Чăваш Мольерĕ шĕкĕр Хусанта
Ик-виçĕ тусĕпе театр уçнă.
 
Кĕтмен вăл гени килессе,
Хăех вылянă вăл, хăех вăл çырнă.
Вăл мунчала складне те тиркемен,
Тăван искусство хăватне çĕкленĕ.
 
Колоннăллă театр умĕнче
Колонна пек вăл халь
Инçетелле пăхса тăрать.
Шух çил турать сайралнă шур çÿçне.
ДЖАЛИЛЬПЕ ХУСАН КРЕМЛĔ УМĔНЧЕ ТĔЛ ПУЛНИ
Кун пÿрнине çÿрерĕ çĕр çинче,
Инçе çултан вăл таврăнчĕ килне.
Тăван Хусанĕн кремлĕ умĕнче
Салтса хурать салтак кутамккине.
 
Ĕмĕрлĕхе кунта вăл чарăнать.
Çул хыçĕнчен канах, канах, Муса.
Вутчуль çине вăл хăпарса тăрать
Сив сăнчăрне татмашкăн талпăнса.
 
Кунтан пит лайăх курăнать Хусан,
Ырма пĕлмен хум шавĕ илтĕнет.
Инçе курнать юратнă Тутарстан,
Хĕпĕртесе пăхса илет поэт.
 
Ал-урине тăлланă сăнчăра
Вăл тататех, вăл тататех пĕрре.
Ун чух вăл çÿрĕ ирĕклĕн вара
Тĕрмисене пĕтернĕ тĕнчере.
 
Пыратăп та тăратăп пуç тайса.
Йĕс палăкран çапать пек шĕл кăвар.
Мана, сана, ăна чĕнет Муса:
- Ан пултăр сăнчăр çĕр çинче - татар!..
 
ВĔÇКĔН ВАÇÇА
Хулара пурнать Ваççа,
Вăл банкра шутлать укçа.
Пысăк слущи тет хăйне,
Çавăнпа пăрать мăйне.
Ялĕнче кĕтет Наççа:
«Килсе кур пĕрре, Ваççа!»
 
Шăмат кун «Москвичпала»
Вĕçтерет Ваççа яла.
 
Укăлча хапхи патне
Тухрĕ хĕр тусне кĕтме;
Утă пуçтарам тесе,
Тухрĕ кĕрепле илсе.
 
Анчĕ машинран Ваççа,
Тĕлĕнсе тăрать Наççа:
Тус çинчи костюм - ула,
Пурçăн галстукĕ - хăла.
 
Çăварти пирус - турта,
Ункă кăларса туртать.
Пуçĕнче кăвак шлепке...
Чăн, ана çинчи мĕлке!
 
Васкаса çула каçса
Ваççана чĕнет Наççа:
- Лайăх-и, Ваççа? Салам!
- Русски ковори, матам! -
Тавăрса хурать Ваççа,
Урине кăштах хуçса.
- Мантăн иккен чăвашла?
Кулăшла ку, кулăшла! -
Ваççана ятлать Наççа.
- Та, сапыл! - тунмасть Ваççа.
 
Ваççана Наççа юри
Пăрчĕ те çул хĕрринчен,
Хурăн кĕрепле аври
Çатлаттарчĕ çамкинчен.
- Апапап! - йĕрет Ваççа, -
Мĕн хăтлантăн эс, Наççа?
Эсремет кĕреплине
Ма пăрахрăн çул хĕрне?
 
Тупрĕç хайхисем чĕлхе.
Ĕнереççĕ хĕлĕхе.
Çакăнтан вара Ваççа
Чăвашла манмасть вуçах.
 
Ваççа пек веçкĕн çатта,
Тух эс тĕттĕмрен çутта!
Шухăшла çакна, ăсла:
Лайăх вĕрен вырăсла!
Аннÿ панă чĕлхерен
Ан вăтан эс ÿлĕмрен!
Унсăрăн ятна яран,
Çамкуна та çаптаран.

Новости по теме