- Чăвашла верси
- Русская версия
Кахалсем ăçта çуралаççĕ?
Аист çĕклесе килмен ĕнтĕ вĕсене Чăваш çĕр-шывне, хамăрах çурататпăр. Хаçат-журналта, радиопа телекурав кăларăмĕсенче те, пуçлăхсем ларусенче тухса калаçнă чух та "чăваш халăхĕ ĕçчен, хастар, маттур" тесе мухтанаççĕ. Анчах хамăра ытти халăх мĕнле хаклать-ши? Хальлĕхе, ман шутпа, кăкăра çапса мухтанмалли курăнмасть. Пачах урăхла. Халăх кунсерен кахалланса пынишĕн чан çапмалла.
...Кукашшĕпе кукамăшĕ утă тавăраççĕ. Вĕсене пулăшма пынă вун тăватă çулти мăнукĕ кĕреплине пилĕк урлă икĕ аллипе ярса тытнă та – шăхăркалать, кÿршĕри ана çинче утă тавăракан хĕр ачасене пăхса кулса тăрать. Кукашшĕ мăнукне çынсем ĕçленĕ чух шăл йĕрсе тăмалла маррине, çынпа пĕрле канмаллине икĕ хутчен аса илтĕрчĕ. Арçын ача çаплах ĕçе пуçăнманнине кура виççĕмĕшĕнче хытах хăтăрса илчĕ. Кукамăшĕ кукашшĕне хирĕçлемесĕр чăтаймарĕ:
- Ара, кантăр-иç, каникула канма янă пуль. Вăрахăн хамăрах тавăрса пĕтеркелĕпĕр...
...Ашшĕ Мускава ĕçлеме кайнă та – амăшĕ анкартинче пĕчченех çĕр улми кăларать. Вун пилĕк çулти ывăлĕ вара урамра ашшĕ илсе панă мотоциклпа катаччи чупать. Каçхине килĕнче çакăн пек калаçу пулса иртет:
- Толик, эсĕ уроксене турăн-и? - ыйтать выльăхсене шăварса витене хупса кĕнĕ амăшĕ.
- Математикăпа задачăна шутлама пĕлместĕп. Шутласа пар-ха, - пĕр вăтанмасăр çавăрттарса хурать ывăлĕ.
Кунĕпе çĕр улми кăларса, пуçтарса, тулли михĕ йăтса ывăннă амăшĕ задача шутлама ларать...
...Шкулсенче халĕ тĕрлĕ конкурс ытлашшипех ирттереççĕ. Ялти пĕчĕк шкулсенче лайăх вĕренекен ачасене йывăр килет. Конкурссене ялан пĕр ачасенех хутшăнтараççĕ. Тĕрĕссипе, ачисене мар, вĕрентекенсене йывăр, мĕншĕн тесен конкурс материалĕсене ачасемшĕн... вĕрентекенсем хатĕрлеççĕ. Пур шкулта та çавах. Вĕренекенсем вĕрентекен хатĕрлесе панă материалпа конкурса хутшăнаççĕ. Çакна çÿлтисем аван пĕлсе тăраççĕ, анчах никам та тĕрĕс çул çине тăрасшăн мар.
Ĕçрен писсе пыратпăр. Ĕлĕкрех халăх улăх-çаранта тар тăкса хĕл каçма утă хатĕрленĕ. Халĕ _ чылайăшĕ ура тăратса эрех ĕçсе выртать. Ачасем çакна кураççĕ, çитĕннисенчен вĕренсе пыраççĕ.
Хĕвелтен маларах тăрса кăмака хутас çук, çур ял ытла ĕне усрамасть. Ĕне çук – утă хатĕрлес нуша çук. Пÿртре кăмака та çук _ вăл газпа ăшăнать, вăрмана кайса вутă хатĕрлемелле мар. Çăлтан шыв йăтмалла мар, вăл пăрăх тăрăх пÿртех кĕрет. Кунсерен çăкăр пĕçерсе тертленместпĕр. Район центрне автобус çÿрет, çуран çÿресе хăшкăлмастпăр. Çăтмахра пурăнатпăр мар-и?..
Ĕлĕкрех ял ачисем утма та уйра е улăхра вĕреннĕ. Алла кашăк тытма та амăшĕ сарса панă кипке çинче çăкăр шăршиллĕ уйра е сĕт шăршиллĕ улăхра апатланнă чух хăнăхнă.
Чăваш хĕрарăмĕсем мĕншĕн халĕ ача сахал çуратаççĕ-ха? Пурнăç йывăрришĕн тетĕр-и? Çук. Ĕлĕк укçа та, çимелли те пулман _ хĕрарăм çич-сакăр ача çуратнă. Çуратсан икĕ-виçĕ кунран пепкине йăтса ĕçе васканă. Халĕ отпуск та, укçа та параççĕ, çуратакан çавах сахал...
Ялсенче авланман вăтăр-хĕрĕх çулсенчи "каччăсем" йышланса пыраççĕ. Ялта хĕрсем çуккипе сăлтавлаççĕ çакна: вĕсем хулана вĕренме е ĕçлеме тухса каяççĕ те таврăнмаççĕ иккен. Тĕп сăлтавĕ вара каччисем кахаллинче. Ара, мăшăрлансан арçыннăн çемьешĕн яваплă пулмалла-çке, кахалланса выртма май килмĕ. Сăнанă тăрăх _ авланман каччăсенчен чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче пурăнакансем. Амăшĕн пенсийĕпе эрех ĕçсе-кÿпсе юлашки çирĕм çулта авланман миçе "каччă" автансăр "яла" ĕмĕрлĕх ăсанмарĕ-ши?..
Авланнă пулсан вĕсенчен ытларахăшĕ халĕ те ырă-сывă пурăнмаллаччĕ. Арăмĕсем иртĕхме памĕччĕç...
...Ял урамĕпе кунсерен хĕрĕхрен иртнĕ "каччă" каллĕ-маллĕ утать. Çак ханттар çирĕм çул ытла ĕнтĕ ниçта та ĕçлемест, амăшĕн ĕнси çинче пурăнать. Мĕн шырать тетĕр-ха ăна урамра? Ĕç шырать тетĕр-и? Ун пĕр тĕллев _ эрех черккине тĕл пуласси... Ун чĕрине уй-хирте хыт-хура чашкăрса ларни те, колхоз фермисем пулнă çуртсем ишĕлни те пĕр чĕптĕм ыраттармасть...
Обществăна хальлĕхе халăх кахалланса пыни пăшăрхантармасть. Ĕçлемесĕр вăрласа пуйма е янттипе ĕçсе-çисе савăнма канлĕрех-çке...
Валерий МУРАВЬЕВ,
çыравçă.
Комментировать