Уяв ячĕпе!

8 Сен, 2015

Чăваш Енĕн финанс тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сирĕн професси уявĕпе чи ăшă, чунран тухакан саламсене йышăнсамăр!

Йышăнусем тунă чухне пурне те тĕп-тĕрĕс виçсе хаклани, малашнехине курни, ку чухнехи условисенче анлăн шухăшлама пултарни пирĕн республикăри финансистсене пысăк укçа-тенке пĕлсе тытса пыма, рынокри пĕрмаях улшăнакан кон<юнктурăна тивĕçлипе йышăнма май параççĕ.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ социаллă пурнăçа çывăх. Тăкаксен 99,9 процентне патшалăхăн çирĕплетнĕ программисемпе килĕшÿллĕн валеçеççĕ. Чăваш Республики ку чухнехи информаци технологийĕсемпе усă курни общество укçи-тенкине ăнăçлă тытса тăма пулăшать. Пирĕн «Электрон бюджечĕ» инноваци проекчĕпе Раççей Федерацийĕн регионĕсем анлăн усă кураççĕ.

Федераци центрĕпе лайăх йĕркеленĕ ĕç, общество финансĕпе тивĕçлипе, уççăн усă курни бюджетран çулталăкне 0,1: тÿлемелли миллиардшар тенкĕлĕх кредитсене явăçтарма май панă. Çакă патшалăх парăмне татмашкăн республика бюджетĕнчен каякан тăкаксене палăрмаллах чакарнă.

2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «ЭкспертРа» тĕп рейтинг агентстви пирĕн региона A? "Кредитшăн тÿлеме пултарнин чи пысăк шайĕ" инвестици рейтингне панă. Бюджет политикине шайлашуллă, пĕлсе тытса пынипе çавнашкал кăтартусем патне пырса тухнă.

Шансах тăратăп, пирĕн республика финансисчĕсем Чăваш Ен ырлăхĕшĕн, халăхăн пурнăç шайне ÿстерессишĕн çавăн пекех тÿрĕ кăмăлпа, ырми-канми ĕçлĕç.

Сире çирĕп сывлăх, телей, мирпе ăнăçу сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕн тивĕçĕсене

вăхăтлăх пурнăçлакан М.ИГНАТЬЕВ.