Кандидатсен йышĕ сахалланнă

8 Сен, 2015

Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш регион уйрăмне йĕркеленĕренпех Валерий Сапожников ертсе пырать. Сумлă организаци йышĕн­че 33 пин ытла хисеплĕ ватă. «Ватă» тесе пĕрре те кÿрентерес килмест, мĕншĕн тесен вĕсем чунпа кашниех çамрăк, общество ĕçĕнче те чылайăшĕ çав тери хастар ĕçлет. Пĕрлĕхĕн районсемпе хуласенче 28 уйрăмĕ пур. Кашниех тĕрлĕ шайри влаç органĕсемпе, общество организацийĕсемпе тачă çыхăну тытать, граждансен обществин пурнăçĕнче витĕмлĕ вăй шутланать.

Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕ пĕрлĕхĕн халичченхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме, малашнехи ĕçсен планне йышăнма, хастарсене чыслама иртнĕ эрнекун анлă пухăва пуçтарăнчĕç. Правлени ертÿçи хăйсен ĕçне пĕтĕмĕшле хак панă хыççăн Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн заместителĕ Галина Германова, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, ЧНК Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов, Раççей пенсионерĕсен регион уйрăмĕн Етĕрне тата Канаш районĕсенчи уйрăмĕсен ертÿçисем тухса калаçрĕç. Галина Михайловна, сăмахран, пирĕн республика ертÿлĕхĕ пенсионерсен правипе интересĕсене хÿтĕлеме, ватăсен сывлăхне çирĕплетме, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕç туса пынине палăртрĕ. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят парасси çинчен тунă йышăнăвах, тĕслĕхрен, хăйсен тăрăшулăхĕпе сум илнĕ пенсионерсене чылай çăмăллăх кÿрет. Çав вăхăтрах федерацин Атăлçи регионĕнчи хăшпĕр субћектра ун пек йышăну çук та иккен.

«Раççей пенсионерĕсен Союзĕн» регион уйрăмĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма Валерий Сапожникова та сĕннĕччĕ. Вăл кандидат удостоверенине те тивĕçнĕччĕ. Эрнекунхи ларура Валерий Васильевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнмасси, хăйĕн кандидатурине каялла илесси çинчен пĕлтерчĕ. «Ку йышăнăва тăвиччен эпĕ нумай шухăшларăм, çывăх çынсемпе, правлени членĕсемпе, сумлă ватăсемпе канашларăм, пĕтĕмпех виçсе хакланă хыççăн çирĕп пĕтĕмлетÿ турăм...» - терĕ.

В.Сапожников хăйшĕн сасă пама хатĕр пулнă суйлавçăсене тав турĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев - пенсионерсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси. Пирĕн пенсионерсен ыйтăвĕсене çивĕч çĕклеме, татса пама пултаракан кандидатшăн сасăламалла. Ун пекки пĕрре - Михаил Васильевич ИГНАТЬЕВ. Вăл хăйĕн ĕçĕпе пенсионерсене тĕрев парасси, аслă ăрурисене пур енлĕн пулăшасси тĕпре пулнине кăтартса пачĕ. Вăл - панă сăмаха тытакан çын. Эпĕ хамшăн сасăлама хатĕр пулнă суйлавçăсене сентябрĕн 13-мĕшĕнчи суйлавра хăйсен сассине Михаил Игнатьевшăн пама, Раççей пенсионерĕсен партийĕ тата Раççей пенсионерĕсен Союзĕ ячĕпе пур суйлавçăна Чĕнсе каланине ырлама ыйтатăп...» - терĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Юрий ЛИСТОПАД