Шалу тÿлемен

3 Сен, 2015

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май «Империал» строительство компанийĕ» ОООра ĕçлекенсен прависене пăснине тупса палăртнă.

Компани директорĕ 10 çынна вăхăтра шалу тÿлемен - пĕтĕмпе 800 пин ытла тенкĕ. Обществăн тÿлев шучĕ çинче ĕç укçи валли «кĕмĕл» çителĕклĕ пулнă - пурпĕр ĕçлекенсене кÿрентернĕ.

Тĕрĕслев материалĕсене следстви органĕсене панă май компани директорĕ пирки «организаци ертÿçи икĕ уйăх ытла ĕç укçи тÿлеменшĕн» уголовлă ĕç пуçарнă.

Сăмах май, прокуратура органĕсем ĕç укçине туллин тата вăхăтра тÿлес, ĕçлекенсен прависене хÿтĕлес ыйтусене куçран вĕçертмеççĕ. Тĕп хулари Ленин районĕн прокуратуринче, сăмахран, ĕçлевĕн вăрттăн рынокне легализацилес тĕллевпе «хĕрÿ лини» те уçнă. Прокурорăн аслă пулăшуçи Фарида Кадырова пĕлтернĕ тăрăх - 62-25-51 телефонпа кашниех çыхăнма, ĕçлев прависене пăсни çинчен пĕлтерме пултарать.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Автор: