- Чăвашла верси
- Русская версия
Уйăх тата тухăç
Пахча çимĕçсене ÿстерес тĕлĕшпе паракан сĕнÿсене юлашки вăхăтра Уйăхпа, Зодиакăн тĕрлĕ паллипе çыхăнтарса кăтартаççĕ. Хăш-пĕр календарьте вĕсене туллин илсе параççĕ. Анчах та тĕрĕс усă курма пĕлменрен чылай чух вăл е ку ĕçсене хамăр пĕлнĕ пек тума тивет. Çак ăнлавсем пирки хаçатра пичетлесен аванччĕ. Ман пек пахчаçăсемшĕн вăл питĕ усăллă пулĕччĕ.
Ольга КОВАЛЕВА.
Вăрмар районĕ.
Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесемех тĕрлĕ ĕçсене тумашкăн Уйăхăн тăватă тапхăрне /фазине, тăхрине/ палăртнă, хăçан акмалла-лартмалла, пахча çимĕçсене хăçан пухса кĕртмелле, хăçан утă çулмалла, çурт-йĕр лартмашкăн йывăçсене хăçан касмалла.
Хальхи вăхăтра чылай сад ăстипе пахчаçă Уйăх календарĕпе усă курать. Анчах та вĕсенчи информаци тепĕр чух ытла ансат е хирĕçÿллĕ. Çавна май тĕп самантсем çинче чарăнса тăни ытлашши пулмĕ.
Çĕнĕ Уйăхран пуçлар. Ку - Уйăх çуралнă вăхăт, ун чухне вăл курăнмасть. Унтан йĕркипе Уйăхăн тăватă тăхри /фази/ черетленсе пырать. Вĕсене ÿкерчĕкре курма пултаратăр.
Малтанах «Р» сас паллине аса илтерекен çинçе çурла /2/ курăнать.
Унтан çурлан сулахай енĕ майĕпен пысăкланса тулли çаврашка пек /5/ пулать. Ку – Тулли Уйăх.
Çакăн хыççăн çаврашка сылтăм енчен /6/катăлма пуçлать те «С» сас палли евĕрлĕ пулса тăрать, юлашкинчен пачах çухалать /курăнми пулать/* унтан каллех Çĕн Уйăх çуралать. Çак тапхăр /цикл/ вăтамран 29 куна пырать.
Çĕн Уйăхран пуçласа Тулли Уйăхченхи вăхăта - «Çуркунне», Тулли Уйăхран тытăнса Çĕн Уйăхченхине «Кĕркунне» теççĕ. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха.
«Çуркунне» ÿсен-тăранри пĕтĕм сĕткен туна тăрăх çÿлелле хăпарать. Тулли Уйăх тĕлне ÿсен-тăранра пĕтĕм сĕткен пухăнать. Каярахпа Уйăх катăлса пынă май сĕткен çÿлтен аялалла – тымар патнелле – куçать. Çĕн Уйăх тĕлне сĕткен ÿсен-тăранăн аялти пайĕнче пулать. Каярахпа çак пулăмсем каллех пĕр-пĕринпе черетленсе пыраççĕ.
Çÿлерех каланисенчен тĕп йĕрке тухса тăрать, енчен те пире ÿсен-тăранăн çĕр çинчи пайĕ кирлĕ тĕк ăна «Çуркунне» Уйăх тулса çитиччен чылай маларах акмалла-лартмалла.
Енчен те тăпрари çимĕçсене ÿстермелле тĕк - «Кĕркунне», Уйăх туличчен ытла ирех мар – акмалла-лартмалла.
Çĕр çийĕнчи çимĕçсене - «Çуркунне», тăпрари çимĕçсене /тымар çимĕçсене/ кĕркунне /Çĕн Уйăх тăвас умĕн/ пухса илмелле.
«Çуркуннепе» «Кĕркуннен» кашни 14 куншар тапхăрĕнче ятарлă вăхăтсем /2-3 кун/ пур. Вăл кунсенче Уйăх Зодиакăн пĕр-пĕр палли урлă иртет. Çак паллăсем те ÿсен-тăрана ÿснĕ, тухăç пулса çитнĕ вăхăтра витĕм кÿреççĕ.
Зодиакăн пур паллисем те хăйсен витĕмĕпе «тухăçлă» тата «тухăçсăр», «типĕ» тата «нÿрĕ», «ама» тата «аçа», çавăн пекех «çулăмлă», «сывлăшлă», «шывлă» тата «çĕрлĕ» паллăсем çине пайланаççĕ.
Çĕнĕ Уйăхра Тулли Уйăхченхи тапхăрта Зодиакăн Рак, Скорпион, Вăкăр, Тараса, Ту качаки, Пулăсем паллисенче тĕш тырăсем, шпинат, петрушка, сельдерей, чечеклĕ купăста, брюссель тата шурă пуçлă купăста, нимĕç пăрçи, дыня, кабачок, хăяр, томат, пăрăç, баклажан, спаржа, салат акма-лартма юрать.
Тулли Уйăхран Çĕн Уйăхченхи тапхăрта Зодиакăн Пулăсем, Рак, Скорпион, Ту качаки тата Тараса паллисенче тымар çимĕçсемпе пуçлă тымарлă культурăсене, нумай çул тата икĕ çул ÿсекен культурăсене акма-лартма сĕнеççĕ. Çак паллăсем вăхăтĕнче кишĕр, кăшман, редис, сухан, çарăк калчисем лайăх аталанаççĕ, иçĕм çырлипе çĕр çырли аван тухăç параççĕ.
«Тухăçсăр» паллăллă тапхăрти Çĕн Уйăх çывăхнерех çум курăксемпе, тĕрлĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешме, тăпрана кăпкалатма меллĕрех.
Енчен те Уйăхăн çак фазинче акмалла тăк Пулăсем, Вăкăр, Ту качаки, Тараса паллисене суйласа илĕр.
Пахча çимĕçсене пухса кĕртме Шыв тăкан, Сурăх, Йĕкĕреш, Тараса паллисем аван.
Çапла майпа эпир чи малтан Уйăхăн хамăра кирлĕ паллине / «Çуркуннене» е «Кĕркуннене» / суйласа илетпĕр. Унтан тин Зодиакăн хамăра кирлĕ паллине шута илетпĕр.
Тухăçлă паллăсем
Ракпа Скорпион – вĕсем акма, калчасене куçарса ларма питĕ паха паллăсем.
Пулăсем – тымарĕсем лайăх аталанакан ÿсен-тăраншăн аван паллă.
Вăкăр - çурма тухăçлă паллă, вăл çулçăллă культурăсемпе тымар çимĕçсемшĕн питĕ лайăх.
Тараса - çурма тухăçлă паллă, куккурус, купăста, тымарлă культурăсем валли питĕ аван.
Ту качаки – тымар çимĕçсемшĕн аван паллă.
Комментировать