Екатеринăн - ылтăн медаль

3 Сен, 2015

Çак кунсенче Босни тата Герцеговина çĕршывĕнчи Сараево хулинче хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ енĕпе тĕнче ăмăртăвĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командине чăваш спортсменкисем те кĕнĕ.

Пирĕн ентешсем тĕнче ăмăртăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Тупăшу вĕçленнĕ кун Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Екатерина Михайлова 40 килограмм тайман виçе категорийĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Денис Егоров патĕнче ăсталăхне туптакан пике финалта Казахстанри Асызат Сагымбая 12:2 шутпа çĕнтернĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Раççейĕн пĕрлештернĕ команди АПШ спортсменĕсенчен 26 очко нумайрах пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕш вырăнта Япони спортсменĕсем пулнă.

Рубрика: