Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицей шăпи

3 Сен, 2015

Чылай çынна тахçантанпах пăшăрхантарнă Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицей шăпине татса парасшăн. Ку ыйтăва нумаях пулмасть сÿтсе явнă.

ЧР Вĕренÿ министерствин тата Шупашкар хула администрацийĕн представителĕсем шухăшланă тăрăх, ăна 4-мĕш лицейпе пĕрлештерсен лайăхрах. Г.Лебедев ячĕллĕ лицейăн корпусне филиал тума сĕнеççĕ. Кун хыççăн вăл ахаль шкул пекех пулĕ. Анчах Шупашкарти кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи çивĕч ыйтăва татса парĕ. Унта шкулсенче вырăн çителĕксĕр. 2014-2015 вĕренÿ çулĕсенче районти шкулсенче 6075 вырăн пулнă, пĕтĕмпе вара 7297 ача вĕреннĕ. Унта çĕнĕ микрорайонсем çĕкленнĕ май демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланать. Çавна май ачасем виçĕ сменăпа вĕренме пуçлас хăрушлăх пур. Интернат лицейра 450 вырăн пулсан 50 тата 61-мĕш шкулсенче икĕ сменăпа мар, пĕррепе вĕренме пуçламалла. Малтанлăха палăртнă тăрăх, Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицей интернатăн вĕренÿ корпусĕ 2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнмалла.

Рубрика: