Тĕнчере марафон чупнă чи ватă хĕрарăм

2 Сен, 2015

Америкăра пурăнакан 92 çулти Харриет Томпсон - тĕнчере марафон чупнă чи ватă хĕрарăм. Сан-Диего хулинчи чупăва хутшăнса вăл 42 километрлă дистанцие парăнтарма пултарнă. Карчăк пĕр чарăнми 7 сехет те 24 минут та 36 çеккунт чупнă! Ку - унăн 16-мĕш марафонĕ. Çапах та хĕрарăм хăй тĕлĕнмелле ĕç тунă тесе шутламасть. Томпсон каланă тăрăх - кашни çулах вăл çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсене «спорт карьерине» вĕçлеме шантарать, анчах та хăйĕн сăмахне кашнинчех тытаймасть.

- Çакă мана пачах та тĕлĕнтермест, - тенĕ Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа методика геронтологи центрĕн директорĕ Игорь Архипов. - Организм хăйĕн функцийĕсене 150 çул пурнăçлама пултарать, чылайăшĕ ватăлсан та хастар. Вăрăм ĕмĕр генетикăри кодран килет, çапах та харпăр хăйĕн сывлăхне яланах тимлемелле, тĕрĕс апатланмалла. Хастарлăх, пурнăç пахалăхĕ, харпăр хăйне тата ыттисене еплерех пăхни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн центрта, тĕслĕхрен, тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ. Пĕлтĕр 97 çулти асатте, вăрçă ветеранĕ, вилчĕ. Вăл 87 çулта сăвăсем çырма пуçланă - мĕнлереххисене тата! Виççĕмĕш ÿсĕм текеннинче нумайăшĕн пултарулăхĕ палăрма пуçлать - çынсем картинăсем, сăвăсем çырма тытăнаççĕ.

Рубрика: