Туслă пулмалла

31 Авг, 2015

РСК ЧР Управленийĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти пĕр общество организацийĕн 27 çулти ертÿçи тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Çамрăка Интернетра экстремистла пĕлтерĕшлĕ материал вырнаçтарнăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче айăпланакан килĕнчи компьютер урлă Интернета сканерланă документ кăларнă. Хăй йĕркелесе пыракан организацие урăх енлĕ ĕçлекен учреждени тăвасса учредительсен пухăвĕнче çирĕплетнĕ протокол тесе палăртнă вăл ăна. Унта вара тĕрлĕ наци çыннине хирĕçтерес, çапăçтарас, пĕр-пĕринпе туслă пурăнас вырăнне курайманлăх çуратас йĕркесем пулнă.

Следовательсем ертÿçĕ экстремистла ĕç тунине çирĕплетмешкĕн айăплав çителĕклĕ пухнă, ĕçе хулари Мускав район судне ярса панă.

Анна НИКОЛАЕВА.

Рубрика: