Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă

28 Авг, 2015

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă. Унпа пĕрле çул çӳреве Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова район ертӳлĕхĕ тухнă.  Хăнасем районта Некрасов урамĕнчи 60 хваттерлĕ çурта савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Палăртнă объекта социаллă программăсене тĕпе хурса пурнăçланă. Пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен хăтарас тĕллевпе йышăннă патшалăх программине хутшăнса тивĕçнĕ 56 çемьене тата икĕ тăлăха хăтлă хваттерсен уççисене парса чысланă.  Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ программисем туллин пурнăçланса пынине палăртнă. Вăрмар районĕнче федераци тата республика программисемпе килĕшӳллĕн микрорайон çĕкленсе ларнă, çĕршер çемье хăтлă хваттерсене куçса хăйсен кăмăлне тултарнă.  Михаил Игнатьев çак кун районти сумлă ветерансене - Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ ята тивĕçнисене, удостоверенисем, çамрăк çемьесене амăшăшĕн капиталне тивĕçнисене, сертификат парса чысланă.   Челкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта çĕнĕ спорт зал хута кайнă, хăнасем ăна савăнăçлă майпа уçнă çĕре те хутшăннă. Чăваш Ен спортзалсене тĕпрен çĕнетсе улăштарас ĕç кăтартăвĕпе Раççейре чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан виçĕ регион шутне кĕнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Юлашки икĕ çул хушшинче Чăваш Ен тĕлĕнмелле пысăк ĕçсем пурнăçланă спорт пайĕнче.   Шкул директорĕ Галина Иванова хăйĕн сăмахĕнче вĕсен шкулĕнче вĕренекенсем республика, район шайĕнче ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче яланах çитĕнӳсемпе таврăннине каланă, малашне те çак спортзал ачасене аталанса пыма меллĕ пулассине палăртнă.  Ялта пурăнакан Галина Егорова шкул илемленсе çутални ачасемшĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те пысăк савăнăç пулнине каланă. Шкула тĕпрен çĕнетсе ылмаштарма, пурлăхпа техника базине пуянлатма 2 млн.тенкĕ тăкакланă. Кульгеш ялĕнче регион ертӳçи Геннадий Ямуков хуçалăхĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Районĕпе илес пулсан çак палăртнă хуçалăх чи ăнăçлисенчен пĕри. Çулсерен акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пыраççĕ. Хуçалăх ертӳçи пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул вĕсем çĕр улмине 208 гектар çĕр çинче лартса хăварнă. «Тухăç калама çук лайăх, пурин кăмăлне те тултарать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май фермер. 2014 çулта хуçалăхра çĕнĕ амбар хута янă, харăсах 230 тонна пахча-çимĕçе упрама май пур, объектăн строительство ĕçне 10 млн. тенкĕ тăкакланă. Патшалăх тивĕçтернĕ пулăшусемпе туллин усă курнине асăннă фермер. Районта Михаил Игнатьев агропромышленноç комплекс пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансемпе тĕл пулнă, вĕсемпе вырма ĕçĕсем пирки канашланă. Пухăннисем ялсенче халăхран сĕте пĕчĕк хакпа пуçтарнăшăн пăшăрханса хăнасене каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев сĕт пуçтаракансемпе вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхне курса калаçма, ыйтăва кирлĕ пек  татса пама хушса хăварнă.