Михаил Игнатьев "Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ" АУП управляющийĕпе Игорь Бекбулатовпа тата çак предприятийĕн директорсен канашĕн председателĕпе Шавасп Калашянпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

28 Авг, 2015

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ» АУП управляющийĕпе Игорь Бекбулатовпа тата çак предприятийĕн Директорсен канашĕн председателĕпе Шавасп Калашянпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Шавасп Калашян хăйĕн сăмахĕнче вĕсен предприяти калăплакан таварсене ытларах Раççей Оборона министерстви, Раççей ШĔМ, Раççей МЧС ыйтнине палăртнă. Палăртса хунă тăрăх 2015 çулта таварсене пурĕ  7,5 млрд. тенкĕлĕх калăплама, 2016 çулта  - 9 млрд. тенкĕлĕх тирпейлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Игорь Бекбулатов заводра Çĕмĕрле çыннисем çеç мар, ытти хуласенчен те халăх нумай ĕçленине каланă, вăл шутран: Канашран, Шупашкартан. Çитес çултан предприятинче вăй хуракансем валли ятарлă пурăнмалли вырăн хатĕрлеме шухăш тытнине асăннă. Ют хуласенчен килнисене валли вăхăтлăх хваттерсем пулассине каланă. Регион ертӳçи предприяти пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине палăртнă, кунта тăрăшакансене ĕçре малашне та та пысăк ӳсĕмсемпе ĕçлеме сĕннĕ.