Тĕрлĕ профессире тăрăшакансене пĕрлештерекен уяв

27 Авг, 2015

Раççей киновĕн кунĕ

Уява паллă тумалли указ 1980 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче тухнă. Ăна «Совет киновĕн кунĕ» ят панă. Каярах, 1988 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче уява «Кино кунĕ» тесе улăштарнă. 2006 çулхи майăн 31-мĕшĕнче вара вăл «Раççей киновĕн кунĕ» ята илнĕ.

Раççей кинематографисчĕсен союзĕн пуçлăхĕ Никита Сергеевич Михалков асăннă уява сентябрĕн юлашки эрнекунĕнче паллă тума сĕннĕ. Шăп çав вăхăтра çулсерен наградăлакан «Ылтăн ăмăрткайăк» Кинематографи искусствисен тата наукисен Раççей наци академийĕн премийĕн чыславĕ иртнĕ. Анчах влаç çыннисем ку сĕнĕве йышăнман. Раççей киновĕн кунне августăн 27-мĕшĕнче паллă тума çирĕплетнĕ.

Фотопленкăпа усă курса ÿкерчĕке хускалнă пек кăтартакан пуçласа Томас Эдисон пулнă. Вăл тата унăн ĕçтешĕ Уильям Дикинсон ÿкернĕ кадрсене пăхмалли аппарат - «кинетограф», «кинетоскоп» шухăшласа кăларнă. Эдисон кинетографĕ тĕрлĕ аппаратăн ăнăçлă пĕрлешĕвĕнчен тăнă, ăна чарăнуллă хусканусен механизмĕпе тивĕçтернĕ. Ку камерăна та малтанхисем пекех ятарлă тыткăчпа хускатнă. Унтанпа çĕр çул ытла иртнĕ пулсан та кинокамера витĕр пленка кăлармалли механизм пачах улшăнман тесен те юрать.

Пĕр-пĕр пулăма, хусканăва пурнăçри пек кăтартса ÿкермешкĕн Дикинсонăн пленкăна кинетограф витĕр çеккунтра 40 кадр кăларма тивнĕ. Сасăсăр кино ÿкерме пуçласан камерăсем çеккунтра 16 кадр хăвăртлăхпа çеç ĕçленĕ. Хальхи камерăсем вара çеккунтра 24 кадр кăлараççĕ.

«Кино» сăмах грек чĕлхинчен куçарсан «хускану», «хусканатăп» тесе куçать. Кино никĕслевçи - Францири Люмьер пĕртăвансем. Хăйсем шухăшласа кăларнă «Синематограф» аппаратшăн патент илнĕскерсем. Март уйăхĕнче вĕсем çывăх тусĕсене хăйсен пĕрремĕш кĕске кинокартинине - «Люмьер заводĕнчен рабочисем тухаççĕ» - кăтартнă. Декабрьте вара Капуцинов бульварĕнче «Ла Сьота вокзалне поезд килни» фильма халăх умне тăратнă.

Историрен

Пирĕн çĕршывра кăтартнă пĕрремĕш фильм - «Понизовая вольница». Вăл 1908 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче тухнă. Режиссерĕ - Владимир Ромашков. Сюжетăн никĕсне «Из-за острова на стержень» Стенька Разин пирки калакан паллă вырăс халăх юррине кĕртнĕ. Кинофильм çичĕ минут çеç пынă, шурă-хура тĕслĕ пулнă.

Тĕрлĕ тĕслĕ кинолента экрансем çине 1925 çулта тухнă. Вăл - «Потемкин броненосец». Режиссерĕ Сергей Эйзенштейн пулнă.

1934 çулта Васильев пĕртăвансем «Чапаев» фильма халăх умне тăратнă. Совет халăхĕ ăна хапăл туса йышăннă.

1935 çулта Мускавра пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш кинофестиваль иртнĕ. Пуçласа вăл премие «Чапаев» фильма хатĕрлекенсем тивĕçнĕ.

Совет союзĕнче кинематографие пысăк пĕлтерĕш уйăрнă. Влаçра ĕçлекенсем кинофильмсем халăха идеологиллĕ воспитани паракан лайăх меслет тесе шутланă.

 

Хальхи вăхăтра

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра фильмсене илемлĕ, ăслăлăх, документлă, публицистика жанрсенче ÿкереççĕ. Мускавра çулсерен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Унта кашнинчех паллă актерсемпе режиссерсем йышлăн пухăнаççĕ.

Раççей кинофильмĕсем Канны хулинче иртекен «Ылтăн пальма турачĕ» кинофестивалĕн номинанчĕ ята та пĕрре мар тивĕçнĕ. Чи паллă, пысăк пĕлтерĕшлĕ кинофестиваль вара Америкăра иртекен «Оскар».

Раççей киновĕн кунĕ çак ĕçре тăрăшакансене пурне те пĕрлештерет. Вăл актерсен, режиссерсен, сценаристсен, операторсен, гримерсен тата ыттисен чăн-чăн уявĕ. Çулсеренех ăна халалласа киноиндустрипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.

Кино ытти искусство тĕсĕсенчен çамрăкрах пулсан та хальхи вăхăтра вăл анлă сарăлнă искусство тĕсĕ шутланать. Унăн çĕкленĕвĕ уйрăмах Совет Союзĕ вăхăтĕнче пулнă. Унтанпа чылай вăхăт иртсен те çав кинофильмсене куракансем халĕ те пăхма кăмăллаççĕ.

Хальхи вăхăтра Раççей кинематографийĕнче çĕнĕ ятсем уçăлаççĕ, талантлă çамрăк авторсем те йышлăн палăраççĕ.

Пирĕн çĕршывра хĕрĕхе яхăн киностуди. Вĕсенчен чи пысăккисем «Мосфильм», «Ленфильм» М. Горький ячĕллĕ киностуди. Унта çулсеренех çĕре яхăн фильм ÿкерĕнет.

Малашне пирĕн кинофильмсем тĕнчипе паллă пуласса, вĕсем çĕнĕ шая тухасса шансах тăратпăр. Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, илемлĕ те кăмăллă киносем çеç пăхса савăнма сунатпăр!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.