Михаил Игнатьев «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП директорĕпе Владимир Бакшаевпа тĕл пулнă

25 Авг, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП директорĕпе Владимир Бакшаевпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем предприятийĕн пуласлăхĕ тата аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Владимир Бакшаев  хăйĕн сăмахĕнче предприяти таварсене калăплас ĕçре пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлесе пынине асăннă. «Пирĕн тĕллевсенчен пĕри пахалăхлă таварсемпе тивĕçтересси», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Михаил Игнатьев Раççейĕпе паллă предприятисенчен пĕрне «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП малашне те лайăх аталанса пыма ăнăçусем сĕннĕ.