Сĕрме купăс калама текех никама та вĕрентеймĕ

20 Авг, 2015

Чунпа тасалма, кăмăла çирĕплетме, малашлăха шанчăкпа, ĕненÿпе утма, мĕн пурришĕн тав тума, пуррине упрама - тивлет, усалтан пăрăнма вăй-хал пиллет чиркÿ. Августăн 9-мĕшĕнче те чун апачĕшĕн тунсăхласа утрăм унта. Алăка уçса кĕрсен пĕрремĕш тĕл пулакана ырă кунпа саламларăм - мана хирĕç салху куçсем тинкерчĕç. Люба тусăма йăл кулăпа саламлама тăтăм - каллех тунсăхлă сăна асăрханипе пуçа çеç сĕлтсе илтĕм. Пуçри тутăрăма тÿрлеткелесе иртнĕçемĕн чиркÿ служителĕн пусăрăнчăк сасси хăлхана кĕчĕ: «Рита пирĕнтен уйрăлса кайрĕ...» «Кам-ха вăл Рита? Мĕн пулнă?» - вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш йĕри-таврари тÿлеклĕх мĕнпе çыхăннине ăнлансан. «Рита Горбунова хĕр-тусĕпе Атăл хĕррине...» Хушамата илтсен кĕлетке тăрăх вĕри хум чупса иртсе пуçа хупларĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.