Терроризма хирĕç кĕрешмелли республика комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

19 Авг, 2015

 Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов ертсе пынипе регионта терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне тата Чăваш Республикин Оперативлă штаб ĕçне ирттернĕ. Ку хутĕнче пухăннисем Чăваш Республикинче суйлава хатĕрленес тата унăн вăхăтĕнче  хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ыйтусем тавра калаçнă.  Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче республикăра 2015 çулта авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ пулнине каланă, регионта суйлав хатĕрленес ĕç питĕ йĕркеллĕ пулнине палăртнă. Суйлав комиссийĕсем паллă куна хатĕрленсе çитнĕ. Хальхи самантра суйлав ирттермелли пӳлĕмсене тĕрĕслев витĕр кăларас ĕç пырать. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче пур шайра тăракан влаç органĕсем, Тĕп суйлав комиссийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă. Ертӳçĕсем  çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ĕç йĕркисем пирки канашланă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.