- Чăвашла верси
- Русская версия
Вулама манман-и?
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ялта ача нумай. Шăпăрлансен сассипе тулнă урам тата та хитререх курăнать. Чылайăшĕ аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче хăналанать. Хула тата ял ачисем çав тери туслă. Уçă сывлăшра ир пуçласа каçченех выляма хатĕр вĕсем. Çав вăхăтрах çырла та татаççĕ, велосипедпа та ярăнаççĕ, лавккана та каяççĕ.
«Кĕнеке тытăр-ха. Вулама манман-и?» - картишнелле чĕнетĕп ачасене. Вĕсем хăйсен юлташĕсене те ертсе кĕреççĕ. Пурте сак çине вырнаçса ларсанах урок пуçлатпăр. «Эпĕ çулталăкĕпех шкула кайма хатĕрленнĕ. Вулама та, çырма та, шутлама та пĕлетĕп. Кĕçех 1-мĕш класа йышăнĕç мана», - кĕнекене ярса тытрĕ кÿршĕ хĕрĕ Карина. Саспаллисене çыхăнтарма хăнăхнă. Ыттисене ăнланмалла вулама тăрăшать вăл. «Эпĕ хальлĕхе пур саспаллине ас туса юлайман. Анчах ыйтусене хуравлама пултаратăп», - тет пиллĕкри Саша. Ачасем çĕннине пĕлме ăнтăлни савăнтарать. Вĕсем черетпе кĕске темиçе калав вуларĕç. Унти ĕç-пуçа пĕрле сÿтсе яврăмăр. Вăхăта усăллă ирттерни пурне те килĕшрĕ. Унтан вĕсем пурăпа, кăранташпа калаври сăнарсене ÿкерме пуçларĕç.
Шкул программине çулленех улшăнусем кĕртеççĕ. Пĕлтĕр кăна пуçламăш класра вĕренекенсене çуллахи каникулта тем чухлĕ кĕнеке вулама хушса янăччĕ. Кăçал учитель уйрăм список хатĕрлемен. Вăл каланă тăрăх, çĕнĕ йĕркепе каникулта ачасене ытларах канма май туса памалла. Çапах çакă вĕренÿ çинчен пачах манмаллине пĕлтермест паллах. Вулани ăс-тăна аталантарнине, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма пулăшнине ачасем хăйсем те пĕлеççĕ.
Халĕ кĕнеке пичетлекен уйрăм организаци чылай. Пĕчĕккисем валли, тĕслĕхрен, хитре хуплашкаллине, нумай ÿкерчĕклине илес килет. Çитменнине, вĕсем хăйсен тĕллĕн те вуласа пăхасшăн. Ах, темшĕн йăнăш куç тĕлне пулать: саспалли е ылмашăннă, е тухса ÿкнĕ...
Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче иккĕмĕш класс ачисен тĕрĕслев ĕçĕсемпе ашшĕ-амăшне паллаштарчĕç. Унта та пĕр ыйтура йăнăш асăрхарăм. Хут листине шкул ачисене валеçсе париччен мĕншĕн никам та тÿрлетмен-ши ăна? Ахăртнех, темиçе алă витĕр тухнă çав ыйтусем.
Çырăнтару тапхăрĕнче эпир те, корреспондентсем, тĕрлĕ района çитетпĕр. Пирĕн юлташ тупас, вулакансен йышне пысăклатас килет. Кашнинче тенĕ пекех шкула кĕрсе тухатпăр. Чи малтанах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене «Чăваш хĕрарăмĕпе» туслашма сĕнетпĕр «Пирĕн хаçат вулама - вăхăт, çырăнса илме укçа çук», - пăрăнса утать хăшĕ-пĕри. Вĕсен кредит тÿлемелле, тăванĕсене уяв кĕрекине пуçтармалла-мĕн. Сăмахран, урăх ниçта та пичетленмен калав-повеçпе паллашас килмест-ши вĕсен? Çакна вĕренекенсемпе тишкерсен мĕнешкел усăллă пулĕччĕ. Хаçат çырăнас тĕлĕшпе тĕрлĕ çĕрти тирпейлÿçĕсем уйрăмах хастар. Чим, вĕсен укçи, вăхăчĕ ăçтан тупăнать-ши?
Ĕçпе вăл е ку шкул сайтне кĕрсе пăхма тивет. Хăш-пĕр çĕрте информаци страницине шăпах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем тытса пыраççĕ. Унта та йăнăш асăрхасан кăмăл пăсăлать. Тĕслĕхрен, «ыйту çине» хуравламаççĕ, «ыйтăва» хуравлаççĕ. Тата пĕр сăмаха тăтăш çырас вырăнне синонимсемпе усă курма сĕнесшĕн. Шыв юххи пек вуланакан йĕркесене ăша хывма çăмăлрах.
Çапах та ачасене кĕнеке, хаçат-журнал вулаттарма мĕнле хăнăхтармалла-ха? Тĕпренчĕксем шкула кайма пуçличчен куллен тенĕ пек журнал туянаттăмăр. Вăл пĕчĕкскерсен тавракурăмне анлăлатма пулăшни никама та иккĕлентермĕ.
Библиотекарьсен ĕçĕ курăмлă. «Ачасене кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе викторина, конкурс йĕркелетпĕр. Спонсорсене явăçтарса çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантаратпăр», - каласа кăтартаççĕ вĕсем.
Çулленех республикăри чи нумай вулакансене, халăх килĕштернĕ кĕнекесене палăртни те - ырă пулăм. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ авторсене чуна витермеллерех çырма, кĕнеке тусĕсене пĕр-пĕринчен тĕслĕх илме хистет.
Комментировать